30 августа 2019 г.
«Ростелеком» Чăваш Республикинче «Цифра экономики» наци программин пĕлтерĕшлĕ пайĕ пулса тăракан «Информаци инфраструктури» федераци проектне пурнăçа кĕртес ĕçе патшалăх партнерĕ пулса хутшăнать. Компани çыхăнăвăн пысăк хăвăртлăхлă чĕлхĕмлĕ оптика линийĕсене регионти социаллă пĕлтерĕшлĕ 343 объекта çитерет.
Оператор республика территорийĕнче аукцион çĕнтерÿçи пулса тăнă. Компанин 2021 çул вĕçĕччен регионти 238 яла тăршшĕпе 365 километра яхăн оптика илсе çитермелле. Цифра сервисĕпе 35 фельдшерпа акушер пункчĕ, 300 ытла вĕренÿ учрежденийĕ, патшалăх влаçĕн органĕсем тата ял администрацийĕсем усă курĕç.
Михаил Анисимов, Чăваш республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ:
«Çыхăнăвăн ку чухнехи информаци инфраструктурине аталантарасси паянхи куншăн приоритетлă задача пулса тăрать. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене хăвăрт ĕçлекен интернет çитнĕ май, электронлă сервис услугисемпе усă курасси малалла лайăхланать. Ялсенче пурăнакансем онлайн урлă хăйсене кирлĕ пур патшалăх услугипе те усă курма пултараççĕ: врач патне çырăнма, ЗАГСа заявлени пама, ача садне черете тăма, тĕрлĕ справкăсем ыйтса илме тата ытти те. Çапла вара информаци технологийĕсем аталанса пынă май, çынсен пурнăçĕн пахалăхĕ те ÿсет».