30 августа 2019 г.
«Пирĕн общество, нумай нациллĕ халăх валли уйрăмах çемье, ачасем çурални, йăх тăсăлни, аслисене хисеплени тĕп нравственность кăшкарĕ пулса тăрать. Çемье пĕлтерĕшне ÿстерессишĕн эпир чылай ĕç турăмăр, малашне те ку енĕпе тимлĕпĕр. Ку пирĕн пуласлăх ыйтăвĕ. Çĕршывăн, граждансен обществин, тĕн организацийĕсен, политика партийĕсен, массăллă информаци хатĕрĕсен пĕтĕмĕшле тĕллевĕ»,-тенĕ Раççей Президенчĕ В.Путин Федераллă Пухăва янă Çырура.
Ку хутĕнче Тăвай ялĕнчи Карл Маркс ячĕллĕ урамра пурăнакан нумай ачаллă çемьепе паллашма çула тухрăм.
Ялăн тепĕр вĕçне çити, тÿпери сарă хĕвел ăшшипе киленсе, утрăм та утрăм. Халиччен курман çынсемпе мĕнле калаçасси пирки шухăшласа пынă май çул кĕскелчĕ, палăртнă çĕре çитнине сисмерĕм те. Вун иккĕмĕш çурт умĕнче арçын ача вылятчĕ.
-Асаннÿ килте-и?-ыйтрăм ăна пуçĕнчен лăпкаса.
-Пур, çиччас чĕнетĕп ăна. Асанне-е! - хăюллăн чĕвĕлтетрĕ пĕчĕк çын.
Картишĕнчен сарă çÿçлĕ, ăшă кулăллă кил хуçи тухрĕ.
-Çитрĕр-и? Сывлăх сунатăп, малалла иртĕр,-чăваш йăлине пăхăнса сăмах пуçарчĕ Раиса Михайловна Ефремова.
-Тавах, ирех чăрмантаратпăр çынсене,-калаçăва хаваспах тăсрăм унпа.
Кăçал çитмĕл çул тултарать пулин те, пит-куçĕпе çамрăк курăнать-ха вăл. Ялти «Советская Россия» колхозра поварта чылай вăй хунă иккен малтан, каярахпа 20 çула яхăн Тăвайри тĕп больницăра санитаркăра тăрăшнă тăхăр ачаллă çемьере çитĕннĕскер.
Мăшăрĕпе, Михаил Сергеевич Ефремовпа ?пурнăçран уйрăлнă%, тăватă ача чун панă. Ирина, Сергей, Андрей çемьеленсе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнаççĕ. Алена ир çĕре кĕнĕ. Тăхăр мăнукпа савăнать халь Раиса Ефремова.
-У-а, уа!-илтĕнсе кайрĕ пĕчĕк ача сасси.
-Пĕчĕк паттăр вăранчĕ, аслашшĕне асăнса Мишша ят панă пиллĕкмĕш ачине,-çемьен тепĕр ăрăвĕ пирки тăсрĕ калаçăвне кинемей.
Кухньăна кĕçех çамрăк хĕрарăм кĕчĕ.
-Сывлăх сунатăп,-сăмах хушрĕ вăл.
Оксана Георгиевнапа Сергей Михайлович 1998 çулта çемье чăмăртанă. Малтан Хусанта пурăннă туслă мăшăр. Кил хуçи арăмĕ тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ унта, çемье пуçĕ - милицире. Чечен республикинче службăра тăнă вăл хăй вăхăтĕнче.
2010 çулта тăван ене каялла таврăннă йышлă çемье. Ефремовсен аслă ывăлĕ Артем Канашри транспортпа энергетика техникумĕнче ятарлă пĕлÿ илнĕ, кăçал икĕ уйăх каялла контрактпа çар ретне тăнă. Саша та кăçал пиччĕшĕ пĕлÿ илнĕ вĕренÿ организацинех çул тытнă, пушарник специальноçне алла илесшĕн. Савели 6 çула çитет, пикенсех шкула кайма хатĕрленет. Аня, хĕр пĕрчи, виççĕре кăна-ха. Çемьери пиллĕкĕмĕш ача кăçал утă уйăхĕнче çутă тĕнчене килнĕ. Ĕмкĕчĕ çăварĕнчен тухса ÿксен, хăй арçын пулнине çирĕплетрĕ вăл, хыттăн макăрса, хăйĕн япалине тавăрма ыйтрĕ. Аня самантрах хыптарчĕ ăна ĕмкĕчне, лешĕ хăвăртах шăпланчĕ вара.
-Пĕчĕк пулин те, пулăшма тăрăшаççĕ-ха вĕсем сире,-калаçу кĕнекине уçрăм малалла.
-Çемьере пĕр ача ачаш çитĕнет, теççĕ. Пысăк йышра вара аслисем кĕçĕннисене пулăшаççĕ ав, хăвăрах асăрхарăр,-терĕ йăл кулса çамрăк амăшĕ.
«Тăвайри кооператив» потребобществăн магазинĕнче сутуçăра ĕçленĕ вăл юлашкинчен. Сергей Михайловичпа тĕл пулаймарăмăр. Шупашкарти «Мостотряд» коллективра монтажникре, йышлă çемйи тулăх пурнăçпа пурăнтăр тесе, тимлет иккен, икĕ эрне ĕçлесе икĕ эрне канать.
Тăвайри Ефремовсене виççĕмĕш ача çуратсан çĕр пайĕпе тÿлевсĕр тивĕçтернĕ патшалăх. Тепĕр икĕ ача хушăннă халь кил-йыша. Нумай ачаллă çемье пулнине çирĕп-летекен удостоверни панă. Пурăнмалли лаптăкĕ çемьене çителĕксĕр пулнине çирĕп-летсен, тен, тепĕр программăпа та пулăшма пултарĕç вĕсене.