АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наци проектне пурнăçлассине – тимлĕх

30 августа 2019 г.

Федераци шайĕнчи наци проекчĕсене 2018 çулта йышăннă. 2019-2024 çулсенче пурĕ 13 проект пурнăçа кĕртмелле пирĕн. Вĕсене виçĕ юхăма уйăрнă. «Çын капиталĕ» ятлине «Демографи» наци проекчĕ кĕрет. Кăçал ку документа пирĕн районта та пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çак тĕллев епле пурнăçланса пыни пирки пирĕн журналист ЗАГС уйрăмĕн тĕп специалисчĕпе Е.Кузнецовапа калаçнă.

- «Демографи» наци проекчĕпе çынсен сывă пурнăçĕн тăршшĕне вăтамран 67 çула çитерме, ĕçлекен ÿсĕмрен иртнисен вилеслĕхне чакарма, ачасем çураласлăха ÿстерме, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен, физкультурăпа спортпа тăтăшах тимлĕх уйăракан граждансен йышне 55 процента çитерме палăртнă.

Çавăнпа пирĕн ача çуралнă çемьесене пулăшмалла. Виçĕ çулчченхи ачасене шкулчченхи вĕренÿ организацисенче пушă вăхăтне ирттермелли условисем туса памалла. Аслă ăру çыннисен пурнăç пахалăхне лайăхлатассишĕн тимлемелле. Сывă пурнăç йĕрки еннелле ăнтăлма, пахалăхлă апатланăва хаклама, киревсĕр йăла-йĕркесене сивлеме хăнăхтармалла. Физкультурăпа, спортпа çывăх туслашма тивĕçлĕ условисем туса памалла. «Демографи» наци проектне пурнăçлама 3,5 трлн. тенкĕ уйăрма пăхнă.

Кăçал кăрлач-утă уйăхĕ-сенче пирĕн районта 47 ача (2018 çулта - 63) çуралнă. Çутă тĕнчене килнисем хушшинче - 24 арçын ача, 23 хĕрача. Пĕрремĕш ача çемьере 12 çуралнă, иккĕмĕшĕ - тăхăр. Çемьере виççĕмĕш ача çуралнин кăтартăвĕ ÿсни(17)савăнтарать. 6 çемьере - тăваттăмĕш, виççĕшĕнче пиллĕкмĕш ача хушăннă.

Мăшăрланмасăр ача çуратнипе 15 тĕслĕхре (2018 - 7) ашшĕ кам пулнине палăртнă.

23 çĕнĕ çемье (2018 - 31) чăмăртаннă кăçалхи çичĕ уйăхра. 18-24 çулхи пикесем ытларах çемьеленнĕ, каччăсенчен вара 25-34 çулсенчисем мăшăрланнă.

Çынсем пурнăçран уйрăлнă кăтарту ÿснĕ, 158 (2018 - 111), 82 арçын, 76 хĕрарăм вилнĕ.

ЗАГСра çемье арканнă 122 тĕслĕх (2018 çулта - 17) регистрациленĕ.

Çемье - пирĕн юратнă асатте-асанне, кукаçи-кукамай, тата ачасем. Çемьере аслă ăрăва хисеплесси, пĕр-пĕр-не ăнланассипе пулăшасси, çемьешĕн тата пуçланă ĕçшĕн, йышăнусемшĕн яваплăха туясси, çывăх çынсене юратасси, Тăван çĕршыв патриочĕсене çитĕнтересси - пирĕншĕн йăлана кĕнĕ çемье хаклăхĕсем. Çул хыççăн çул хыçа юлнă май çавăнпа пирĕн пурин те çемье никĕсне çирĕплетсех пымалла. Куç шăрçине упранă пек тимлĕ сыхлама сĕнес килет мăшăрсене çемйисене.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика