30 августа 2019 г.
Çак ятпа вĕренÿ çулĕ умĕн суд приставĕ-сем акци ирттересси йăлана кĕнĕ.
Ача-пăчана шкула яма хатĕрлесси - ашшĕ-амăшĕшĕн яваплă тапхăр. Тĕрлĕ тавар туянмалла - шкул тумĕсем, спорт костюмĕ-сем, пушмак, рюкзак, канцеляри хатĕрĕсем... Вĕсен хакĕсене шута илсен шкула пуçтарма çăмăлах та мар. Ашшĕ-амăшĕн хăйсен тĕпренчĕкĕсемшĕн яваплă пулмалла, тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăлармалла. Анчах та çакна та ăса хывманнисем те пур-ха. Çемьерен уйрăлса ачисене пулăшмалли çинчен манса, алимент тÿлессинчен пăрăнса çÿреççĕ. Ку тĕлĕшпе акци вăхăтĕнче вĕсем пурăнакан вырăна рейдсемпе тухаççĕ суд приставĕсем, вĕсем ăçта ĕçленине, тупăшне шута илеççĕ. Парăмçăсене ют çĕршывсене кайма, транспорт хатĕрĕсемпе çÿреме чарма пултараççĕ. Çавăн пекех «ирĕклĕхе» юратакансене административлă тата уголовлă майпа явап тыттараççĕ.
Организацисемпе предприятисен бухгалтерийĕсем алиментçăсенчен укçа тытса юлассипе мĕнле ĕçленине тĕрĕслесси те суд приставĕсен тимлĕхĕнче пулĕ. Ĕçсĕррисене обязательнăй йĕркепе ĕçе вырнаçтарассипе ĕçпе тивĕçтерекен центрпа çыхăнаççĕ вĕсем.
Кăçалхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне Тăвай районĕнчи суд приставĕсен пайĕнче алимент тÿлессинчен пăрăнакансем тĕлĕшпе 76 ĕç пуçарнă, 11 парăмçă тĕлĕшпе шырав ĕçĕсем йĕркеленĕ.