23 августа 2019 г.
Çемье институтне çирĕплетес ыйту пирĕн районта та малта тăрать. Çамрăк кил-йышсене пурăнмалли çурт-йĕрне лайăхлатма пулăшмалли сертификатпа тивĕçтереççĕ.
Кăçал ку енĕпе телейлисен йышне кĕнисем хушшинче Тăвай ялĕнче пурăнакан Светлана Владиславовна Фролова çемйи те пур.
-Лайăх вĕренекен, аслисене хисеплекен çынсем пулса ÿсме, паллах, ачасене аван пурнăç условийĕсем кирлĕ. Пирĕн çĕршывра çакна лайăх пĕлеççĕ, демографи лару-тăрăвне лайăхлатассишĕн тăрăшса, çамрăк çемьесене пысăк лаптăклă хваттерсем илме е çĕнĕ çуртсем тума пулăшаççĕ, сертификат параççĕ. Кăçал ак, эпир те тивĕçлĕ пултăмăр патшалăх тимлĕхне,-шухăшне пĕлтерет çамрăк хĕрарăм.
Тăвайри «Сахарок» магазинра сутуçăра ĕçлет вăл чылайранпа. Виçĕ ача çитĕнет çемьере. Надя район центрĕнчи шкулта улттăмĕш класра вĕренме пуçлать, Дима кăçал пуçласа парта хушшине ларать. Катя - 4 çулта, пĕрремĕш номерлĕ шкулчченхи учреждение çÿрет, амăшĕпе ашшĕ ĕçре чухне пушă вăхăтне хаваслă ирттерет тантăшĕ-семпе пĕрле.
Çемье пуçĕ, Аркадий Витальевич, ачисем çителĕклĕ пурнăçлă пулччăр тесе тăрăшать.
Халăх пĕрлĕхне сыхласа упрама пулăшакан хаклăран та хаклă пуянлăх шутĕнчи кăмăл-сипет хаклăхĕсен тытăмĕ çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла. Пирĕн хамăрăн ачасене çав пархатарлă никĕс çинче воспитани памалла, вĕсене çĕршыва юрăхлă çынсем пулса ÿсме пулăшмалла.