23 августа 2019 г.
Çурла уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне районти çĕр ĕçченĕсем тĕш тырă культурисене пĕтĕмпе 2790 гектар çинчен (пĕтĕм лаптăкăн 27,6 проценчĕ) пухса кĕртнĕ. Пурĕ 8070 тонна тырă çапса илнĕ.
Пур хуçалăхра та вырма ĕçĕсем пыраççĕ. «Дружба» ЯХПКра кĕрхи культурăсене çапса пĕтернĕ (25 гектар тулă, 20 гектар ыраш). Ырашăн вăтам тухăçĕ гектар пуçне 36,5 центнер, туллăн 34,4 центнер тухнă, пĕтĕмĕшле илсен гектар тухăçĕ - 33,1 центнер. Кĕршесем 73 тонна ыраша Канашри элеватора леçнĕ. Халĕ хуçалăхри комбайнерсем урпа пуссинче тăрăшаççĕ, 95 гектартан ăна 304 тонна пухса илнĕ.
«Акконд-агро фирма» обществăра та ĕçсем аван пыраççĕ. Кĕрхи культурăсене - тулăпа ыраша пĕтĕмпех, тритикалене 45 гектар çинчен (тепĕр 40 гектар юлнă) пуçтарса кĕртнĕ. Пĕтĕмпе 961 тонна тырă кĕнĕ хранилищĕсене. Августăн 22-мĕшĕ тĕлне кунта 305 гектар çинчен тĕш-тырă вырса пухнă. Вăтам тухăç 31,5 центнерпа танлашнă.
Грачев тата Михайлов хресчен-фермер хуçалăхĕсем 163 гектар çинче горчица акнă пулнă. Валерий Грачев фермер хуçалăхĕнче вăл 100 гектар йышăнать, ĕнерхи кун тĕлне 10 гектар çинчен (пĕтĕмпе 10 тонна тухнă) пухса илнĕ. ХФХра 85 гектар çинчи культурăсене пуçтарса кĕртнĕ, пĕтĕмпе 130 тонна ампара кĕнĕ.
Районĕпе тыр-пулăн вăтам тухăçĕ пĕр гектар пуçне хальлĕхе 28,9 центнерпа танлашать.
Ку вăхăт тĕлне районĕпе кĕрхи культурăсене акса хăварма 1850 гектар çĕр хатĕрленĕ. 330 гектар çинче кĕрхи тĕш тырă культурисем акса хăварнă (çав шутран ыраша - 240, тулла - 90 гектар).
Кĕрхи культурăсем акассине «Дружба», «Чутеевский» хуçалăхсенче, «Дорстрой», «Хучели» обществăра, «Кубнинский» агро-фирмăра, Моряков, Краснов, Грачев, Семенов ХФХсенче аван йĕркеленĕ.
Районти уйсенче паян 37 комбайн ĕçлет.
Уяр çанталăкăн кашни сехечĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ «Акконд-агро фирма» обществăра та. Тыр-пул пуссинче 3 комбайн тырă вырса çапать. Вĕсенчен «Дон-1500» комбайнăн штурвалне Николай Иванович Зайцева шаннă. Малтанхи кунсенче кĕрхи ырашпа тулă йышăнакан уйсене пушатнă. Халĕ тритикале çапса илнĕ çĕрте тăрăшать ăста механизатор экипажĕ. «Хир карапĕсем» патĕнчен тырра çийĕнчех йĕтеме турттараççĕ. Андрей Алексеевич Ларионов водитель техникăна тухăçлă ĕçлеттерет.