16 августа 2019 г.
Пирĕн районта обществăлла инфраструктура аталанăвĕн проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе ĕçленине пĕлтернĕччĕ-ха хаçатра. Чылай проекта пурнăçлассишĕн тимлеççĕ кăçал, вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 18124,44 пин тенкĕ.
Нумаях пулмасть, ак, Тăвай ялĕнчи тĕп урамри юпа çинче электромонтер тĕрмешнине асăрхарăм.
-Вăй патăр, мĕн ĕçлетĕр-ха?-интереслентĕм çывăха пырса.
-Урама çутатма электроэнерги перекетлекен лампăсем вырнаçтаратпăр,-пулчĕ хурав.
Паллашрăмăр, «Энергосеть» тулли мар яваплăхлă обществăри А.Васильев электромонтера ответлă ĕç шанса панă иккен. Çÿллĕ юпа çинче, урисене ятарлă хатĕр тăхăнса, шанчăклă тăрать вăл.
Владимир Валериевич Голяченко мастер аялтан тимлĕ сăнать.
-Пĕр кунта 3-4 лампа улăштарма май килет. Тăвай ял тăрăхĕнче ĕçлетпĕр паян, илсе килнĕ лампăсене юпасем çине вырнаçтарсах пыратпăр,-тет вăл.
Сакăр çул ĕçлет В.Голяченко асăннă коллективра. Б.Михайлов водительпе те калаçма май килчĕ. Вăл «Энергосеть» ООО-ра ĕçлеме пуçлани 11-мĕш çул çине кайнă. Ял инфраструктурине çĕнетсе улăштарма хутшăнаççĕ çапла энергетиксем.
Г.Сергеев вунă çул ертсе пырать ку коллектива. Маларах вăл «Водоэлектросеть» унитарлă предприяти пулнă, пилĕк çул йĕркелесе пынă унти ĕçсене Геннадий Игнатьевич. Ĕç çулне вăл коммуналлă хуçалăхра пуçланă, каярахпа ăна МУП «УЖКХ» пуçлăхĕн (4 çул) ĕçĕсене шаннă.