АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наци проектне пурнăçа

16 августа 2019 г.

Регионри «Паянхи шкул» проектăн «Вĕренÿ» наци проекчĕ-пе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин патшалăх политикин приоритечĕ тата унăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри инновациллĕ вĕренÿ условийĕсене йĕркелени тата аталантарни пулса тăрать. Паянхи кун Раççейри нумай регионра пирĕн республикăри вĕренÿ организацийĕсен опычĕпе кăсăкланаççĕ.

Лайăх шкулсене тупса палăртас тата вĕсене пулăшас тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Грантне парса хавхалантармалли конкурс ирттереççĕ çавăнпа.

2019 çулта 20 шкул, (çав шутра шкулчченхи 5 учреждени, пĕтĕмĕшле пĕлÿ параканни - 10, ачасене хушма пĕлÿ параканни - 3, ятарлă пĕлÿ паракан организацисем - 2) 200-шер пин тенкĕлĕх Грантсем илнĕ. Вĕренÿ заведенийĕсем информаципе технологи системине аталантараççĕ, учительсене хавхалантаракан наци сферине пурнăçа кĕртмелли пилотлă лапамсем пулса тăраççĕ.

Кăçал 19 вĕренекен (9 çĕнтерÿçĕ тата 10 призер) чăваш, тутар, мордва чĕлхисемпе тата литературисемпе регионпа халăхсем хушшинчи олимпиадăсенче пысăк кăтартусемпе палăрнă.

2019 çулта 20 пин тенкĕлĕх укçан преми республикăри 30 чи лайăх вĕрентекене (çав шутра шкулти 12 вĕрентекен, шкулчченхи учрежденин 9 педагогика ĕçченĕ, хушма пĕлÿ паракан организацин 4 вĕрентекенĕ, ятарлă вăтам пĕлÿ паракан организацин 5 педагогĕ) панă.

Тăвайри вăтам шкул коллективĕ 2015 çулта Раççейри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан ялти чи лайăх 200 шкул, 2017 çулта виççĕр вĕренÿ организацийĕ йышне кĕнĕ, 1 миллион Грант çĕнсе илнĕ. Шкулта пултаруллă ачасене пысăк тимлĕх уйăраççĕ, Пĕтĕм Раççейри вĕренекенсен олимпиадисен юлашки тапхăрĕсенче тăтăшах çĕнтерÿçĕсемпе призерсем пулаççĕ çамрăксем.

Шкулта «Научно-исследовательская лаборатория», «Школьный лесопитомник», «Метеоплощадка», «Цветущий рай» проектсем ăнăçлă пурнăçа кĕреççĕ, этнографи кĕтесĕ ĕçлет. Тăвайри вăтам шкул ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин «Инновациллĕ шкул» вĕренÿ-пе методика комплекчĕн пилотлă лапамĕ пулса тăрать.

Асăннă коллектив 2019 çулта та 200 пин тенкĕлĕх Грант илнĕ шкулсен йышне кĕнĕ.

Чăваш чĕлхипе тата литературипе, тăван ен культурипе çамрăксене интереслентерес, вĕсен пултарулăхне аталантарас тесе республикăра чылай мероприяти йĕркелеççĕ, тĕрлĕ олимпиада ирттереççĕ.

2017 çултанпа олимпиада çĕнтерÿçисене хатĕрлекен педагогсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн укçан премипе хавхалантараççĕ.

Тутар, мордва, чăваш чĕлхисемпе тата литературисемпе регионпа халăхсем хушшинчи олимпиадăсен призерĕсене хатĕрленĕшĕн кăçал та педагогсене укçан преми панă. Вĕсен списокĕнче пирĕн районти Тăрмăшри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине 43 çул вĕрентекен Зинаида Николаевна Григорьева та пур. Вăл аслă категориллĕ педагог. Вĕрентÿ сферинче çитĕнÿсем тунăшăн ăна «Çутĕç отличникĕ» паллă тата ытти наградăсем парса хавхалантарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика