АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Комбайнсем тырă пуссинче

16 августа 2019 г.

Комбайнсем тырă пуссинче

Район уй-хирĕнче вырма-2019 пырать, çĕрĕçлекенсем кăçалхи тухăçа типтерлĕн пухса кĕртме тăрăшаççĕ. Хуçалăхсем пĕри те тепри комбайнсене тырă пуссине илсе тухаççĕ. Уй-хир ĕçĕсене пуçăннисем хальхи вăхăтра, тĕпрен илсен, кĕрхи тĕш тырă культурисене пухса кĕртеççĕ. «Акконд-агро фирма» АО ĕçченĕсем те кĕр тыррисен уйĕсенче тăрăшаççĕ. Кунта тырра ДОН-1500 тата ACROS комбайнсемпе çапса тĕшĕлеççĕ. Предприятире тырра тасатса тирпейлемелли тата типĕтмелли хатĕрсене ĕçе кĕртнĕ.

Ĕнер районта уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынипе республикăра вырмана хатĕрленсе ирттерессипе йĕркеленĕ штаб членĕ, Чăваш Енри Гостехнадзор начальникĕ Сергей Вязовский хуçалăхсене çитсе паллашнă. Унпа пĕрле АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Николай Краснов, гостехнадзорăн районти аслă инспекторĕ Александр Семенов çÿренĕ (сăн- ÿкерчĕкре). Вĕсем «Акконд-агро фирма» АО-ра, В.Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕнче, «Чутеевский» ял хуçалăх кооперативĕнче, ытти хăш-пĕр çĕрте пулнă. Сергей Юрьевич вырмана хутшăнакан ял хуçалăх техникине вут-çулăма сÿнтермелли, малтанхи медицина пулăшăвĕ памалли хатĕрсемпе епле тивĕçтернине те тĕрĕсленĕ, уй-хир ĕçĕсене пурнăçланă чухне хăрушсăрлăх правилисене пăхăнса ĕçлессине уйрăмах тимлеме кирлине палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика