АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уйри ĕçсенче

02 августа 2019 г.

Уйри ĕçсенче

Ĕнерхи кун тĕлне районти ял хуçалăх организацийĕсем пурĕ 6240 тонна е планăн 79 проценчĕ чухлĕ утă, 15100 тонна (98 процент) сенаж хатĕрленĕ. Пĕр условнăй выльăх пуçне 16,7 центнер апат единици тивет. Выльăх апачĕ хатĕрлессипе хуçалăхсем малалла ĕçлеççĕ. Хальхи вăхăтра чылай çĕрте нумай çул ÿсекен курăксене иккĕмĕш хут çулса пухаççĕ.
«Дружба» ял хуçалăх кооперативĕнче кĕрхи ыраш вырса çапма тытăннă.
Районĕ
пе кĕрхи тĕш тырă культурисем акма 1300 гектар çĕр хатĕрленĕ. çитес çулхи тухăçшăн тăрăшса районта кĕр тыррисене 2874 гектартан кая мар акса хăварма палăртнă.

Кĕршесем тĕрлĕ ĕçре тăрăшаççĕ хальхи вăхăтра. Курăксем çулса утă чылай хатĕрлерĕç хуçалăх выльăх-чĕрлĕх валли. Халĕ сенаж малалла хываççĕ. Курăк массине Александр Родин механизатор вĕтетет ятарлă техникăпа. Юрий Баранов çавнах траншейăра таптаса пусăрăнтарать каçсерен. Кăнтăрла вара Барановсем - Сергей Васильевичпа Юрий Михайлович хăйсене çирĕплетсе панă тĕш тырă комбайнне вырмана тухма хатĕрлеççĕ. Тепĕр комбайнне те юсаççĕ. Ăна «тăна» кĕртессипе Андрей Долговпа (Киччĕрен) Иван Герасимов (Сосновкăран) тимлеççĕ. Виçĕмкун Барановсем кĕрхи ыраш çапма тытăннă.

Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем пысăк сăвăмшăн тăрăшаççĕ. Ĕнесем улăхра кĕтÿре çÿреççĕ. Виçĕ кĕтÿçĕ пăхать вĕсене çуллахи вăхăтра. Унсăр пуçне выльăхсене вĕтетнĕ курăк та параççĕ хушма апат вырăнне.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика