АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районти агропромышленноç: пĕрремĕш çур çул итогĕсем

19 июля 2019 г.

Кăçалхи тухăç никĕсне йĕркелесе районта пурĕ 10091,8 гектар е иртнĕ çулхи 92,7 проценчĕ чухлĕ кĕрхи тата çурхи тĕш тырă культурисем акса хăварнă. Çĕрулмине 27 гектар вырăн панă, пахчаçимĕç 17 гектар акнă. Выльăх апачлĕх культурăсем 7392 гектар (105 процент) йышăннă. Çапла вара ял хуçалăх культурисен пĕтĕм лаптăкĕ 18118 гектарпа е 2018 çулхин 98 проценчĕпе танлашнă. Шел те, 1214 гектар çинчи кĕр тыррисем пĕтнĕ.

Тухăçа хăпартас тĕллевпе кăçал элита (156 тонна) тата пĕрремĕш репродукциллĕ вăрлăхсем (306 тонна) туяннă тата тăпрана 675 тонна минераллă удобренисем хывса хăварнă.

Хальхи вăхăтра выльăх апачĕ хатĕрлессипе ĕçсем малалла пыраççĕ, районĕпе утă 5514 тонна (планăн 70 проценчĕ чухлĕ) тата 9180 тонна (60 процент) сенаж хатĕрленĕ.

Пур категориллĕ хуçалăхра 8432 пуç е иртнĕ çулхи çак тапхăртин 96,8 проценчĕ чухлĕ мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра ял хуçалăх организацийĕсенче 3251 пуç, усраççĕ. Пур категориллĕ хуçалăхра сыснасем 734 пуç (пĕлтĕрхин 96,3 проценчĕ) усрани паллă. Вĕсенче сĕтпе аш-какай туса илессине тата выльăхсен продуктивлăхне ÿстерсе пыма тимлеççĕ. Выльăх-чĕрлĕх витисене хĕле хатĕр-лес ĕçсем те пулса пыраççĕ.

Малтанхи даннăйсем тăрăх, пур категориллĕ хуçалăхра ял хуçалăх продукцийĕ туса илнин индексĕ 102 процентпа танлашнă.

Ял хуçалăх предприятийĕсем пурĕ 11,9 млн. тенкĕлĕх 18 единица (2018 çулта 4,9 млн. тенкĕлĕх 9 единица) ял хуçалăх техники тата оборудованийĕ туяннă.

2019 çулхи январь-май уйăхĕсенче районта ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен уйăхри вăтам ĕç укçи, оперативлă даннăйсем тăрăх, 20793 тенке çитнĕ е иртнĕ çулхин 111,7 проценчĕ-пе танлашнă.

Патшалăх пулăшăвĕ ял хуçалăх производствине пур шайри бюджетсенчен 44,9 млн. тенкĕ пырса кĕнĕ.

Районта 5 инвестици проектне пурнăçа кĕртессипе ĕçлеççĕ.

Кăçал хресчен-фермер хуçалăхĕсенчен патшалăх пулăшăвне çемье фермине аталантарма А.Н.Моряков хресчен-фермер хуçалăхĕ грант çĕнсе илнĕ, «Пуçлакан фермер» программăпа фермăна аталантарма Н.Р.Федорова хресчен-фермер хуçалăхĕ гранта тивĕçнĕ.

Проекта пурнăçа кĕртме тытăннăранпа 12 пуçлакан фермер тата 4 çемье ферми грантсем илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика