19 июля 2019 г.
Республикăри онкологи диспансерĕ «Маммологи онкопатрулĕ» проект пурнăçлать. Çапла майпа усал шыççа малтанхи тапхăрта тупса палăртаççĕ.
Куçса çÿрекен рентген комплексĕ районсем тăрăх çÿрет. Çĕртме уйăхĕнче, сăмахран, 580 хĕрарăм сывлăхне тĕрĕслеме пултарнă. Çак уйăхра çĕнĕ автомобиль çула тухнă. Вăл рентген тумалли аппаратпа маммогроф çук ялсене çитĕ.
Утă уйăхĕн 1-4-мĕшĕсенче районти тĕп больницăра кăçал диспансеризаци тухакан 100 ытла хĕрарăм маммологи аппарачĕпе тĕрĕслев витĕр тухнă.