19 июля 2019 г.
Районти вĕренÿ учрежденийĕсене тĕпрен юсама 2019 çулта 30,4 миллион тенкĕ уйăрнă. Юсав ĕçĕсем объектсенче пуçланнă.
«Вĕренĕве аталантарни» программăпа Енĕш Нăрвашри шкула çу уйăх вĕçĕнчех çĕнетме пуçланă. Юсав ĕçĕсене валли пурĕ 16824,7 пин тенкĕ уйăрнă, республика бюджетĕнчен - 15815,1 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран - 1009,55 пин тенкĕ. Строительсем хальлĕхе çурт тăррин пĕр пайне улăштарнă, ытти ĕçсене тунă. Тăвайри иккĕмĕш номерлĕ шкулчченхи учрежденире (çуртне юсаççĕ), Тушкилти (чÿречисене улăштарнă), Мучарти (шыв системипе канализаци) шкулсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ.
Элпуçпа Тушкил шкулĕсенче ясли ушкăнĕсем пулаççĕ.
Тăвайпа Тăрмăш шкулĕсенчи спортзалсенче юсав ĕçĕсене пуçланă, урайне, стенасене, маччана, алăксене çĕнетеççĕ, пластик чÿречесем лартаççĕ.
Район центрĕнчи пĕрремĕш номерлĕ шкулчченхи учрежденире те строительсем ĕçлеççĕ халь.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ валли хатĕрленсе ирттерекен ĕçсене çурла уйăхĕн варриччен вĕçлемелле. Объектсенче çĕнетÿ мĕнле пынине контроллесех тăрĕç.