19 июля 2019 г.
Вырăнти пуçарулăх - пысăк вăй. Районта халĕ çакăнпа никĕсленнĕ обществăлла инфраструктура аталанăвĕн проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе малалла ĕçлеççĕ. Пуçарулăх бюджечĕн программине тĕпе хурса 2018 çулта, сăмахран, районта 11 млн. та 866 пин тенкĕлĕх 6 проекта пурнăçланă пулнă.
Кăçал район анлăшĕнче 29 проекта пурнăçлассипе хĕмленеççĕ, вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 18124,44 пин тенкĕ. Ку вăхăт тĕлне çак проектсене - Ураскасси ялĕнче ача-пăча площадки тăвассине, Тăрмăш тата Лачкасси ялĕсенчи урамсене çутатма энерги перекетлекен лампăсем çакассине, Тĕмер ялĕн масар картине юсассине, Енĕш Нăрваш ялĕн урамĕсене энерги перекетлекен лампăсемпе çутатмалла тăвассине, Мучарти шкул çуртĕн- че (шкулчченхи ушкăн) шывпа канализаци системисене юсассине вĕçленĕ.
Ытти хăш-пĕр объектсенче ĕçсем паянхи кун малалла пыраççĕ. Вĕсен шутĕнче, тĕслĕхрен, Тушкилти шкул çурчĕн чÿречисене пластиклипе улăштарасси те пур. Кунти ĕçсене «Офис центрĕ» ООО тăвать, юсава вĕçлесе пырать. Тăвай ялĕнчи 2-мĕш номерлĕ ача садĕнче те хĕрсех ĕçлеççĕ. Кунта ăшăтмалли тата шывпа тивĕçтермелли системăсене, канализацие улăштарса çĕнетеççĕ проектпа килĕшÿл- лĕн. Чÿречесем те пластикрен пулĕç. Асăннă ĕçсене пурнăçлама Шупашкарти «Беловеж» ООО ĕçченĕсем тендер выляса илнине каларĕ ясли-сад заведующийĕ Альбина Ильинична Краснова. Паянхи куна вĕсем канализацие вĕçленĕ, халĕ ăшăтмалли системăна çĕнетсе тăвассипе тимлеççĕ. Пĕрлех тимĕр алăксем те вырнаçтараççĕ. Кăна вара Тăвайри Н.И.Иванов ИП ăстисем пурнăçлаççĕ. Юсава пĕтĕмпе çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче вĕçлеме тăрăшаççĕ.
«Беловеж» ООО строителĕсемех Пуянкассинче те ĕçлеççĕ, Кивĕ Пуянкассипе Çĕнĕ Пуянкасси масарĕсенче çурт хăпартаççĕ. Теприсем Енĕш Нăрваш ялĕнчи урамсенче видеосăнав камерисем вырнаçтарнă: яла пырса кĕнĕ çĕрте, шкул умĕнче, остановка тĕлĕнче, врач офисĕпе, чиркÿ тата часовня патĕнче - пурĕ 10 камера лартнă.
Темиçе ялта палăк тăваççĕ е пуррисене çĕнетеççĕ, çапла майпа Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене тата унта хутшăннисене ĕмĕр асра тытса пурăнмалла тăваççĕ.
Ытти хăш-пĕр объектсемпе вырăнти пуçарулăхпа никĕс-леннĕ проектсене суйласа илессипе конкурссем иртнĕ. Кунта Чутей ялĕпе Тенеялĕн-че шыв пусăмĕн башни хăпартса лартасси те, тĕрлĕ ялсенче коммуналлă хытă каяшсем пухса турттарса тухмалли площадкăсем тăвасси те, Çĕнĕ Пуянкасси ялĕнче ача-пăча площадкине карта тытса çавăрассипе çутă туса парасси те, ытти те пур. Асăннă проектсем ялсен инфраструктурипе хăтлăхне ÿстерме, çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатса пыма май парĕç.