05 июля 2019 г.
Пирĕн ачасене ашшĕ-амăшĕн ăшши яланах кирлĕ. Пурнăç пăрăнчăкĕсене пула вара хăшĕсем тимлĕхсĕр юлаççĕ.
Ачасене социаллă хÿтĕлĕхпе тивĕçтермелли меслет – воспитани илме çемьесене парасси – юлашки вăхăтра вăй илсе пырать.
Тăвай енри мăшăрсем паянхи куна пурĕ 58 ача усрава илнĕ. Вĕсенчен 11-шĕ – тăлăх ачасем, 47-шĕнне ашшĕпе амăшĕн прависене тытса илнĕ. Кăçалхи ултă уйăхра ырă тĕслĕхлĕ çемьесем 3 ачана хÿтлĕхпе тивĕçтернĕ.
Чунĕсен ачашлăхне хăйсен ывăл-хĕрĕсемсĕр пуçне ытти ачасемпе те пайлама кăмăл тунă мăшăрсенчен пĕри Çĕнçырма ялĕнче йăва çавăрнă. Светлана Степановнапа Владимир Николаевич Порфирьевсем çирĕп кил-хуçалăх йĕркеленĕ, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахча-çимĕç çитĕнтереççĕ. Çемье пуçĕ Ураскассинче çуралса ÿснĕ, тăван колхозра тракторпа вăй хунă. Тăрăшуллă ĕçчене хăйсен тăрăхĕнчех хваттер парса хавхалантарнă çав вăхăтра. Пысăк лаптăклă çуртра пурăнма пуçланă çамрăк çемье. Владимир Николаевич халь Мускава ĕçлеме çÿрет.
Кил хуçи арăмĕ Тăвайри халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăра тĕп бухгалтерта чылайранпа вăй хурать. Ялти х.рарёмсен канашне ертсе пырать? П.р уяв та вёл хутшёнмасёр иртмест: хёй.н хитре сассипе =ынсене тыткёнлать?
Порфирьевсем хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ, аслă пĕлÿ илме пулăшнă иккĕшне те. Денис çемйипе Ленинград облаçĕнче ĕçлесе пурăнать. Икĕ ача вĕсен. Катя Тăвайри вăтам шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ, çемьеленнĕ, халь ачапа ларать. Çамрăк специалистсем Элпуçĕнче тĕпленнĕ. Светлана Степановнапа Владимир Николаевич çапла асанне-кукамай, асатте-кукаçи пулса тăнă.
Пĕлĕшĕсем хăйсен Кристина ятлă хĕрне тыттарнă, кум тунă туслă мăшăра. Вăхăт иртнĕ май кумăшĕсем пурнăçран уйрăлса кайнă. Вĕсен тĕпренчĕкĕсене вара Порфирьевсем усрава илме тĕллев тытнă. «Хамăрăн ачасене çĕршыва юрăхлă çын тума пултартăмăр пулсан, кумсенне те пурнăçа, тăван яла, çывăх çыннисене юратма вĕрентсе ÿстеретпĕр», – тенĕ. Кристина та аслă пĕлу илнĕ, çемйипе Шупашкарта пурăнать халь, пĕр ача пур вĕсен. Унăн шăллĕне, Артема та çемье ăшшине панă Светлана Степановнапа Владимир Николаевич. Вунă класс вĕренсе пĕтернĕ халь каччă, ĕçе юратса, юлташĕсене хисеплесе ÿснĕ, кил хуçалăхра чылай тăрăшать каникулта.
Заринана вара 4 çулта чухне хăйсен хÿттине илнĕ ăшă кăмăллă мăшăр. Халь ĕнтĕ 12 çулта Элпуçĕнчи вăтам шкул отличници. Унăн аппăшне, Ленăна вара малтан кукамăшĕ опекăна илнĕ пулнă. Тивĕçĕсене кирлĕ шайра пурнăçлайми пулсан, хĕре Порфирьевсем 5-6 çул каялла хăйсен çирĕп аллине тăсса панă, йăмăкĕпе пĕрле ăна лайăх пуласса шаннă. Шупашкарти планпа экономика колледжĕнче вĕреннĕ чухне Сочи хулине практикăна кайнă пике, халĕ унта ĕçлесе пурăнать-мĕн Лена.
–Амăшĕшĕн ачисем ылтăнран та хаклă. Тĕпренчĕкĕмĕрсем сывă, телейлĕ ÿсчĕр тесе тăрăшмалла пирĕнтен кашнин. Патшалăх та пулăшать-çке вĕсене пăхма. Юратупа килĕшÿре çитĕнтертĕмĕр эпир хамăрăн ачасене. Усрава илнисене те ăшă туйăма пĕрешкел парнелерĕмĕр. Турă панă телейпе танлаштарас килет вĕсене пурне те. Ĕçрен пăрăнмарĕç пĕри те, халĕ те пулăшаççĕ кил хуçалăхра. Манмаççĕ, тăтăшах килсе çÿреççĕ, тав тăваççĕ ырă çын пулма пулăшнăшăн, – шухăшне пĕлтерчĕ сывпуллашнă май нумай ачаллă амăшĕ. С.Порфирьева.