05 июля 2019 г.
Тăвай районĕ гранта тивĕçнĕ
Ку вăл район ĕçченĕсемшĕн ырă хыпар. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн указĕпе тĕп капитала инвестицисем хывассине хавхалантарма тата территорисен экономика вăй-хăватне ÿстерме 2018 çул итогĕсем тăрăх 4 района тата Канаш хулине 6-ран пуçласа 12 миллион таран суммăлăх Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне панă, çак шутран Тăвай районне - 6 миллион тенкĕ.
Грантсене кăçалхи июнĕн 29-мĕшĕнче Комсомольски районĕнче муниципаллă йĕркеленĕве туса хунăранпа 80 çул çитнине халалланă «Акатуй» ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче парса хавхалантарнă.