АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Акконд-агро фирма» АО: çĕнĕ çитĕнӳсем патне

26 июля 2019 г.

«Акконд-агро фирма» АО: çĕнĕ çитĕнӳсем патне

Июнь уйăхĕн вĕçĕнче Вăрнар районĕнче иртнĕ машинăпа ĕне сăвакан мастерсен республикăри 38-мĕш конкурсĕнче пĕтĕм республикăран хутшăннă чи лайăх 19 мастер хушшинче чи нумай балл пухса «Акконд-агро фирма» АОри машинăпа ĕне сăвакан Наталья Ерастова оператор çĕнтерӳçĕ пулса тăни çинчен хаçатра çырса кăтартнăччĕ ĕнтĕ. Çапла вара «Акконд-агро фирма» АО кăçал та асăннă професси ăмăртăвĕнче призер тата çĕнтерӳçĕ пулса тăнă. Çак предприятире ĕçлекенсен куллен-кунхи хастар ĕçĕпе професси тĕлĕшĕнчи çитĕнĕвĕсем çинчен пире «АККОНД» компанисен ушкăнĕн генеральнăй директорĕ Валерий Иванов каласа пачĕ.

 

-Валерий Николаевич, ку чухнехи пысăк ял хуçалăх предприятийĕнче опытлă, ăста выльăх пăхакансемсĕр май килмест ĕнтĕ. Çитĕнӳсен вăрттăнлăхĕ çакăнта мар-и?

-Пирĕн коллектив харпăр хăй ăсталăхне пĕрмай ӳстерсе пыракан тата хăйсен профессионаллăхне регионти тата федераци шайĕнчи конкурссенче кăтартма пултаракан çирĕп тĕллевлĕ тата пултаруллă специалистсемпе ни- кĕсленсе тăни савăнтарать. Кăçал та çапла майпа машинăпа ĕне сăвакан мастерсен республикăри конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнма пултартăмăр - пирĕн харсăр оператор Наталья Ерастова сĕт туса илес ĕçри пысăк ăсталăхĕпе Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин дипломне тата хаклă призне тивĕçрĕ, халĕ вăл август уйăхĕнче Пушкăртстанра иртекен Пĕтĕм Раççейри конкурсра республика чысне хӳтĕлеме хатĕрленет.

Пирĕн предприятишĕн çакăн пек конкурсра пысăк награда çĕнсе илни пуçласа мар ĕнтĕ: Наталья ĕçтешĕ Екатерина Георгиева та иртнĕ çулсенчи çакнашкал ăмăртусенче икĕ хутчен финала тухма тата Пĕтĕм Раççейри конкурссенче призлă вырăнсене йышăнма пултарчĕ.

-Ĕçе парăнни тата тĕплĕн хатĕрленни сисĕнет. Çакăнпа пĕрлех утă уйăхĕ - июль вĕçленсе пырать. Предприяти ĕçченĕсем пикенсех вырмана хатĕрленеççĕ пулĕ?

-Çапла, аграрисен халь ĕç нумай - акнă лаптăксене пăхса тăраççĕ, утă, сенаж хатĕрлеççĕ, çывăх вăхăтрах кĕр тыррисене пухса кĕртме хатĕрленеççĕ, вĕсем пурĕ 305 гектар. Акнă лаптăксем кăçал 3 пин гектар ытла йышăнаççĕ е иртнĕ çулхи кăтартусен 106 проценчĕпе танлашаççĕ, çак шутра ирхи культурăсем - 780 гектар (çурхи тулă 310 гектар, урпа 410, сĕлĕ 60 гектар), пĕр çул ӳсекен курăксем - 262, силослăх кукуруза - 330 гектар. Нумай çул ӳсекен курăксен лаптăкĕ - 1486 гектар. Тухăçшăн, çĕр пулăхлăхĕшĕн тăрăшса, 200 тоннăна яхăн минераллă удобренисем туянса тăпрана хывнă, (иртнĕ çулсенче предприятире тухăç кашни гектар пуçне вăтамран 30 центнера яхăн пулнă, республикипе вăл - 23,6 центнер).

Çĕрĕçĕнче эпир пысăк сăвăм илме пулăшакан тата сĕт пахалăхне лайăхлатма май паракан культурăсем акса тума тăрăшатпăр. Çакна хуçалăхра сĕт иртнĕ çулхинчен 11 процент нумайрах туса илни те çирĕплетсе парать. Кăçалхи 6 уйăхра хуçалăхра пурĕ 3 пин тонна ытла е иртнĕ çулхинчен 320 тонна нумайрах сĕт туса илнĕ.

-Фермăра паянхи куна миçе ĕне усратăр?

-Фермăра ку вăхăт тĕлне пысăк продуктивлă голштин йăхĕнчи мăйракаллă шултра выльăх 2000 пуçа яхăн, çак шутра сăвакан ĕнесем - 976 пуç. Выльăхсен йышĕ çуллен ӳссе пырать, çавăнпа çывăх малашлăхра 350 пуçлăх тепĕр пăру вити хута ярасшăн.

Çавăн пекех сенажпа силос упрамалли хушма хранилищĕсем тума, чĕр таварпа материалсен склачĕсене сарса пыма, выльăхсене сутас умĕн тытмалли карантин уйрăмĕ тума палăртатпăр. Ку уйрăмах кирлĕ, мĕншĕн тесен «Акконд-агро фирма» АО пĕтĕленсе юлнă ăратлă пушмак пăрусем сутать. Кăçал çапла 100 пуç сутнă. Çакă вăл туянаканшăн та лайăх, мĕншĕн тесен пĕтĕленнĕ пушмак пăрусем туянакан фермер çывăх вăхăтрах вĕсенчен пăрусем пăхса илсе пуç йышĕ хушăнасса шанма пултарать.

-Кунашкал бизнеса инвестицисем сахал мар хывма тивет ĕнтĕ. Фермăн пурлăхпа техника никĕсĕнче инновацисен пĕлтерĕшĕ еплерех?

-Юлашки çулсенче предприяти ферминче ял хуçалăх техникипе оборудование çĕнетсе пымалли программăна пурнăçласа çак ĕçе 50 млн. тенкĕ ытла укçа хывнă. Кăçалхи çураки умĕн те ятарлă техникăна çĕнетме 7,5 млн., ытла тенкĕпе усă курнă. Молоковоз тата ку чухнехи ял хуçалăх техники туяннă.

-2019 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен таса сĕт продукцине тата ӳсен-тăран çăвĕ хушнă таварсене уйрăм вырнаçтарас пирки РФ Правительствин постановленийĕ вăя кĕчĕ. Эсир мĕнле шутлатăр, асăннă закон хăйĕн сывлăхĕшĕн тимлекен потребителе усăллă та таса продукцие суйласа илме пулăшĕ-и?

-Халĕ сывă пурнăç йĕрки вăй илсе пырать. Сĕт продукцине те йăнăшсăр суйласа илме пĕлни кирлĕ, унсăрăн чăн таса продукт вырăнне суя япала туянăн. Çавăнпа ку ыйтупа патшалăх пулăшăвĕ питĕ кирлĕ тата ку тĕлĕшпе вăл тĕрĕс çул-йĕрпе пырать, производителе хăйĕн продукчĕн пахалăхне тата тĕплĕнрех тĕрĕслесе тăма хистет тесе шутлатăп.

«АККОНДСĔТ» продукцийĕ хăйĕн пахалăхĕпе çуллен Пĕтĕм Раççейри конкурссенче, программăсенче тата куравсенче лауреат тата дипломант пулса тăрать. Юлашки наградăсенчен çаксене асăнăпăр: Раççейри «Ылтăн кĕркунне -2018» агропромышленноç выставкинче илнĕ медальсем, «Раççейри 100 чи лайăх тавар» федераци конкурсĕн дипломĕсем, «Чи лайăххи - ачасене» Пахалăх палли лартса усă курма право пани. Çапла вара пахалăх тĕрĕслевĕ пур тапхăрта та - выльăх апачĕ туса илнинчен пуçласа хатĕр продукцие чĕркемлени таранах - пур. Сăмах майăн каласан, эпĕ хам аккондçăсен сĕтне кăна ĕçетĕп тата пурне те çавна сĕнетĕп.

-Çывăх вăхăтра тутлă та усăллă мĕнле çĕнĕлĕхсемпе савăнтарма пултаратăр?

-Çынсем ытларах та ытларах ку чухнехи интереслĕ дизайнпа тата меллĕ чĕркемпе тунă продукта кăмăлларах параççĕ, çав вăхăтрах пахалăх, хăрушсăрлăх, тутăлăх енĕсене мала хураççĕ тата, паллах, хакне те пăхаççĕ. Пирĕн производство çакăн пек продуктпа тивĕçтерме яланах хатĕр.

Хальхи вăхăтра сĕт продукчĕсене ĕçлесе тирпейлекен «АККОНДСĔТ» заводра услам çу тата сĕт продукчĕ-сене «Гармония дня» брендпа ПЭТ бутылкăсемпе кăлармалли линисене якатса çитересси пырать тата çывăх вăхăтра «АККОНДСĔТĕн» лайăх пĕ- лекен сĕт продукчĕсен ассортименчĕ меллĕ формăллă çĕнĕлĕхсемпе илĕртме тытăнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика