26 июля 2019 г.

- Кун каçа вăтамран 25-30 пин тенкĕлĕх тавар сутатпăр,-терĕ, эпĕ ыйтни çине хуравласа, «Тăвайри кооператив» потребобществăн Çĕнĕ Ишпуçĕн- чи лавккинче ĕçлекен Светлана Походкина сутуçă (сăн ӳкерчĕкре сылтăмри). Кунта вĕсем иккĕн сутă тăваççĕ, анчах, вырсарникун пулнă май, Наталия Малова шăпах канатчĕ çак кун. Иккĕшĕ те Çĕнĕ Ишпуçне Чутей ялĕнчен ĕçе çӳреççĕ.
Лавккана çынсем пырсах тăраççĕ. Хăшĕ-пĕри тавар илнисĕр пуçне кăштах калаçса та чунне пусарасшăн лавккаçăсемпе. Çапла пĕри акă хăй кăмпана епле çитсе килни çинчен кăсăклă каласа кăтартрĕ. Йĕри-тавра вăрман-çке-ха çĕнĕишпуçсен.
Лавккара тавар нумай: ĕç- мелли-çимеллирен пуçласа хуçалăх таварĕсем таранах. Заявкăпа та тивĕçтереççĕ, шифер, тимĕр-тăмăр, цемент, сетка-рабица тата ыттине те кӳрсе параççĕ - çулла строительство материалĕсем сахал мар кирлĕ килхуçалăхра. Тырăпа комбикорм та пур выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк усракансем валли.
-Çулла минерал шывĕ, квас, мороженăй питĕ туянаççĕ, вĕсенчен татăк тăмастпăр,-каласа парать Светлана Николаевна. - Çăнăхпа типçу та каять.
Кĕленче савăтсемпе те сутă тăвать ялти лавкка. Çырлапа ытти çимĕç вăхăчĕ пулнă май, вĕсене те тăтăшах илеççĕ çынсем. 180 çынран кая мар пурăнать Çĕнĕ Ишпуç ялĕнче. Çулла çакăн çумне хуласенчен килнисем те хушăнаççĕ.
-Плансем пурнăçланаç-çĕ-и?-кăсăкланатăп Светлана Походкина сутуçăпа калаçнă май.
-Çăва тухнăранпах ăнăçлă тулса пынă,-тет вăл. -Ку уйăхра, сăмахран, 700 пин тенкĕлĕх тавар сутмалла, йĕркеллех пуласса шанатпăр.
Çак хушăра лавккана пĕр кинемей кĕчĕ. «Тăвай çăкăрĕ пур-и?»-ыйтрĕ вăл. Сутуçă унăн кăмăлне тивĕçтерчĕ. Чăнах та, ман умра тинтерех кăна пушатнăччĕ çăкăрне.
Кинемей тухса кайичченех çамрăк ача кĕчĕ, вăл сок туянчĕ. Кунĕпех çапла, кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче та алăкне хупмасть лавкка, каçхине çиччĕччен кунĕпех пырса çӳ-реме, хăйсене кирлĕ е кăмăла каякан тавара туянма пултараççĕ çынсем.
Лавкка урлă «Ял ĕçченĕ» хаçата сарассипе те тăрăшаççĕ сутуçăсем, тавар туянакансене хăйсем урлă район хаçатне йӳнĕпе çырăнса илме сĕнеççĕ.