АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур ĕмĕр каялла

26 июля 2019 г.

Сăнӳкерчĕкре эсир 1969 çулхи августра футболла район кубокĕшĕн пынă ăмăртура мала тухассишĕн финалти тĕлпулура вылянă «Социализм» колхоз командине куратăр. Хыçалти ретре тăраççĕ (сулахайран сылтăмалла): Федор Леонтьев, Федор Краснов, Василий Филиппов, Владимир Кондратьев, Виталий Николаев, Владимир Григорьев, Вячеслав Петров (капитан); малти ретре лараççĕ Лев Григорьев, Виталий Казаков, Владимир Иванов, Виталий Петров, Анатолий Александров.

Ун умĕн çурма финалта пуянкассисем тăрмăшсене 5:4 шутпа çĕнтернĕ. Тăвайсем вылямасăрах финала тухнă - нăрвашсем команда тăратайман.

Финал çав тери хĕрӳ иртнĕ. Малтанхи кун вăйă 2:2 шутпа вĕçленнĕ. Хушса панă вăхăт шута улăштарайман. Иккĕмĕш кунне шут 3:3 пулнă. Хушса панă 30 минут та çĕнтерӳçĕне палăртайман.

Вара судья шăпа янă, телей тăвайсене тухнă. Командăна куçса çӳрекен вымпел, футболистсене грамота, «район чемпионĕ» жетон тата «иккĕмĕш разряд» удостоверенисем панă.

«Социализм» командине - грамота, футболистсене грамотăсем тата «виççĕмĕш разряд» удостоверенисем.

Калас пулать, унччен районта официаллă майпа кубок ăмăртăвĕсем, чемпионатсем ирттермен. Командăсем юлташла тĕлпулусенче вылянă темелле. Маларахри çулсенче Киччĕ команди футболла аван вылянă, район тулашне те тухса çӳренĕ, командăна вăйлатма тăвайсене те явăçтарнă. Киччĕсене колхоз председателĕ П.М.Матвеев хавхалантарнине палăртса хăвармалла.

Пуянкассинчи стадионра вара нумай пулмасть малтанхи командăрах хастар вылянă Вячеславпа Виталий Петровсен ячĕпе асăну турнирĕ йĕркелерĕç. Пиччĕшпе шăллĕ спортра тарăн йĕр хăварнă, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх.

Лайăх иртрĕ асăну турнирĕ. Тăвайсем пĕрремĕш, пуянкассисем иккĕмĕш, тăрмăшсем виççĕмĕш, эльпуçсем тăваттăмĕш пулчĕç. Çĕнтерӳçĕне - кубок, ыттисене грамотăсемпе медальсем пачĕç. Чылайăшĕ ăшă сăмахсем каларĕç.

Хăй вăхăтĕнче нумай çул пĕрле вылянă И.Кондратьев тин çеç пичетрен тухнă «Туслăх - пурнăç илемĕ» кĕнекине командăсенчи футболистсене парнелерĕ.

Текст:

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика