19 июля 2019 г.
"Елена Иванова - Тăвайри вăтам шкулти чи маттур вĕренекенсенчен пĕри. Тăххăрмĕш класа вăл пур предметпа та лайăх паллăсемпе вĕçлерĕ. Экзаменсене тĕп предметсемсĕр пуçне информатикăпа географине суйласа илчĕ. Палăртма кăмăллă, тăватă предмечĕпе те «пиллĕксемпе» тытрĕ, çапла районтан пурĕ виççĕн вĕсем.
Географипе районти олимпиадăра чи пултарулли пулнăччĕ пирĕн Лена. Çакăн хыççăн республикăра тĕрĕслерĕ хăйĕн пĕлĕвне, призерсен йышне кĕме кăшт кăна балл çитеймерĕ. Çулленех 5-6 предметпа хутшăнать вăл районти олимпиадăсене. Тĕрлĕ шайри ăс-тăн конкурсĕсенче те пĕрре кăна мар палăрнă. Чăннипех те ыттисемшĕн ырă тĕслĕх тесшĕн" - пĕлтерчĕ шкул директорĕ Вера Кириллова.
Экзаменсем хыççăн шкулти савăнăçлă линейкăра вĕренÿре маттуррисене райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн Хисеп грамотисемпе чысланă чух ултă хутчен хĕрачан хушамачĕ тухрĕ. Апла тăк Елена Иванова çавăн чухлĕ предметпа çĕнтерÿçĕ тата призер пулнă. Çак харсăр хĕр пĕрчипе пĕр-ик çул каялла «Артек» лагерьтен канса килсен тĕл пулса калаçнăччĕ. Унта та юратнă шкул чысне çÿлте тытнă вăл. Кашни конкурспа ăмăртурах малтисен ретĕнче пулса мухтав хучĕсене тивĕçнĕ, тĕрлĕ халăх ачисемпе туслашнă.
Вăл Тăвай шкулĕнче тарăн пĕлÿ илме мĕнпур условисем пуррине мăнаçланса каласа парать. Кабинетсене ку чухнехи оборудованисемпе пуянлатсах пыраççĕ. Акă, ака уйăхĕнче «Ăслăлăх - шкула» проектпа килĕшÿллĕн, биологи кабинетне 1 млн. та 600 пин тенкĕлĕх лаборатори тата ытти хатĕрсем вырнаçтарнă. Пулас профессине суйласа, асăннă профильпе аталанма майсем туса панă шкулта. Тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсемпе çыхăну йĕркелени те ачасене малашлăха тĕрĕс татса пама пулăшать.
Хальхи вăхăтра Лена амăшĕпе Сочире канать. Татьяна Вячеславовна Тăвай шкулĕнче çирĕм çул ытла психологра тăрăшать.