19 июля 2019 г.

Кăçал вырăнти хăй тытăмлăх кунĕнче Кушкă ялĕн старостине Ольга Михайлована район администрацийĕн Хисеп грамоти парса чысланă (сăн ÿкерчĕкре).
-Чăннипех те пысăк хисеп пулчĕ ку маншăн, пĕрремĕш награда тесен те йăнăш пулмĕ. Тăваттăмĕш çул кăна-ха старостăна суйлани. Çапла хавхалантарни малалла та ял пурнăçне аталантарассишĕн, унта пурăнакансен хăтлăхĕшĕн тата та лайăхрах ĕçлеме хистет, - тет Ольга Деомидовна.
Кушкă - районти чи пĕчĕк ялсенчен пĕри. 170 çын ытла пурăнать унта. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсенчен ваттисен çуртне асăнмалла. Пысăках мар клуб вырнаçнă. Шăпах унăн заведующийĕнче ĕçлет О.Михайлова. Пĕр вăхăтрах тирпейлÿçĕ ĕçне те пурнăçлать. Тулаш енчен пăхсан, пысăках мар ялти культура вучахĕнче юсав тумалла. Чи малтанах тăррине çĕнетмелле. Анчах шала кĕрсен тирпейлĕхĕпе, хăтлăхĕпе тыткăнлать вăл. Çакна кунта килекенсем те палăртаççĕ. Пур çĕрте те чечексем ешереççĕ. Хуçи типтерлĕ-хе, илемлĕхе юратать ахăртнех.
-Ольга чечексене питĕ юратать, килĕнче те, пахчинче те темĕн тĕрлине акса-лартса ÿстерет. Уйрăмах кĕл чечексемпе лилисене кăмăллать пирĕн староста,- терĕç ялти хĕрарăмсем.
«Пирĕн староста» сăмаха уйрăмах палăртса каларĕç. Апла кунта пурăнакансемпе çывăх çыхăнура вăл. Ку чăнах та çапла. Ольга Деомидовна ялти кашни çын мĕнле сывлăшпа сывланине пĕлсе тăрать. Çитменлĕхсем пирки те тÿрех ун патне пыраççĕ çынсем, шыв пăрăхĕ юхтарать, колонка ĕçлемест.
Пысăк праçниксенче те ял-йышпа пĕрле. Çĕнĕ çул - ял çыннисемшĕн кĕтнĕ уяв. Ăна ял активĕпе йĕркелесе ирттерекенĕ те О.Михайлова пулнине пĕлтерчĕç. Юр кайса пĕтнĕ-пĕтменех канăçне çухатать ял старости. Вăрçă паттăрĕсене асăнса лартнă палăка, ял таврашне, çимĕк умĕн масара тирпей-илем кĕртмелле. Нимене йыхравламалла, халăхпа ĕçлемелле. Староста тилхепине çирĕппĕнех туртать çамрăк хĕрарăм. Сулăм укçине пухассине йĕркелесе пырать. Ял çыннисен пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене Енĕш Нăрваш ял тăрăхне çитерет. Хăш-пĕрне татса пама хăй те май килнĕ таран хутшăнать. Ял çыннисене хуçасăр йытăсем ирĕкре çÿрени канăç памастчĕ. Ку тĕлĕшпе ял администрацийĕ мерăсем йышăнма тăрăшать.
Ольга Деомидовна - виçĕ ача амăшĕ. Темиçе çул каялла кăна ялта çурт туяннă. Çемьешĕн уйрăм йăва пулни паха. Унта газ, шыв кĕрттернĕ. Кил хуçалăхра тумалли ĕçсем нумай-ха, тет. Аслă хĕрĕ çемье çавăрнă. Вăталăххи тăххăрмĕшне каять кăçал. Кĕçĕн хĕрачи вара пуçласа парта хушшине ларĕ. Çапла ачисен ырлăхĕшĕн малалла талпăнать хĕрарăм.