19 июля 2019 г.
Çулла. Утă уйăхĕ. Тÿпе янкăр тăрă, пĕр пĕлĕт татăкĕ те курăнмасть. Хĕвел хăйĕн ăшшине пĕр хĕрхенмесĕр çĕр çине сапалать. Унăн хĕрÿлĕхĕ мĕнпур чĕрĕ чуна пурăнма хавхалантарать, вăй илме пулăшать.
Çывăхри вăрманта куккук авăтни илтĕнет. Те такамăн кун-çулне шутлать ĕнтĕ вăл, те ют йăвари чĕпписене йыхăрса сас парать.
Вăрмантан инçех мар пĕчĕк сукмак тăсăлса выртать. Унăн икĕ енĕпех - тулă пусси. Унти утмăлтурат чечекĕ-сем куçа илĕртеççĕ, иртен-çÿрене хăйсем патне чĕнеççĕ.
Сукмакпа пыракан хĕр аллинчи йывăр чăматанне çĕр çине лартрĕ те тулă пуссине кĕрсе чечек татма пуçларĕ. Ачалăхри кунсене аса илсе пуç кăшăлĕ çыхас терĕ. Сап-сарă çÿçлĕ, кăн-кăвак тĕслĕ кĕпе тăхăннăскер хăй те чечек пекех туйăнать.
Сасартăк шăплăха çурса пĕчĕк ача сасси янăраса кайрĕ. Хĕр унталла-кунталла пăхкаларĕ, ача йĕнĕ сасă еннелле ыткăнчĕ. Инçех те мар кипкепе чĕркенĕ чăмăркка выртнине асăрхарĕ. Вера çыхă умне чĕркуçленсе ларчĕ, ачана алла илчĕ. Те çын тытнине сисрĕ пĕчĕкскер, йĕме чарăнчĕ. Хĕр чĕтрекен аллипе унăн кипкине салатрĕ. Чăп-чăмăр питлĕ, кăн-кăвак куçлă 1-2 уйăхри пĕчĕк çын ун çине чăрлаттарса пăхса выртать, тутине пĕр вĕçĕм чаплаттарса илет.
-Эй, Турăçăм! Мĕнле чунлă хĕрарăм килсе пăрахнă-ши сана çак улах вырăна? Мĕн шухăшланă-ши вăл сана çут тĕнче парнеленĕ чухне? Кашкăр та хăйĕн çурине шеллет. Этем вара хăйĕн тĕпренчĕкне пĕр хĕрхенмесĕр пурнăçран уйăрма килсе пăрахать. Çакăнтан та пысăк çылăх пур-ши вара çĕр çинче?-тĕрлĕ ыйту канăç памарĕ Верăна.
Мĕн тумалла ĕнтĕ унăн малалла? Ачана тупнă вырăна хумалла е пĕрле илсе каймалла? Каç та пулса килет. Пĕр-пĕр выçă чĕрчун çăварне лекме пултарать-çке айăпсăр чун.
Хĕр нумай шухăшласа тăмарĕ, ачана йăтрĕ те çул çине тухрĕ. Кăштах сывлăш çавăрса янă хыççăн япалисене илсе ял еннелле утрĕ. «Мĕнлерех кĕтсе илĕ-ши мана ял-йыш, атте-анне? Коля тата мĕн калĕ?»-утнă май явăнчĕç пуçра шухăшсем.
Шăпах тепĕр эрнерен савнисем пĕр-пĕринпе çемье чăмăртас тесе сăмах татнăччĕ, хĕре çураçса та хунă ĕнтĕ.
Кĕтÿ кĕртнĕ вăхăтра çитрĕ вăл яла. Пÿрчĕ ял вĕçĕнче ларнăран самаях утмалла-ха унăн. Кашни тĕл пулаканах Вера çине тинкерсе пăхать. Ачаллă хĕр пурăнакан çурт тĕлне çитрĕ. Хапха çумĕнчи сак çинче виçĕ-тăватă хĕрарăм калаçса лараççĕ. Чĕнмесĕр иртсе кайма аван мар тесе хĕр вĕсене сывлăх сунчĕ.
-Вера пулмарĕ-и ку?-ыйтрĕ Кольăн амăшĕ Наçтук аппа.
-Эпĕ-çке. Отпуска таврăнатăп,-терĕ хĕр именчĕклĕн.
-Сана çураçма пырсан ача пурри çинчен нимĕн те шарламарăн-çке эсĕ,-сăмах хушрĕ Тарье аппа, Кольăсен кÿрши.
-Хальхи хĕрсен намăс-симĕс çук. Качча каймасăрах ачаллă пулаççĕ,- сăмах хушмасăр юлас темерĕ пулĕ Матĕрне аппа та. Вера урăх нимĕн те чĕнмерĕ, малалла утрĕ.
Акă тинех вăл хăйсен пÿрчĕ умне çитрĕ. Пахчари яштака хурăнăн кăтра çулçисем çилпе хумханса илеççĕ. Тăван киле çитнĕ ятпа саламлаççĕ пулĕ вĕсем хĕре.
Ĕне сăвакан амăшĕ алăк сассине илтсен пуçне çĕклерĕ. Ачаллă хĕрне курсан сĕт витри çĕре ÿкрĕ.
-Чиперех-и, аннеçĕм? Эпĕ таврăнтăм,-терĕ Вера. Лешĕ самантрах тĕпренчĕкĕ патне чупса пычĕ, хĕрне хăй çумне чăмăртарĕ.
-Сывах-ха, Верукăм. Ку кам ачи вара санăн?-ыйтрĕ вăл чăтăмсăррăн.
Ачана çул çинче тупнине пĕлтерчĕ хĕр. Амăшĕ кунпа лăпланмарĕ, çине-çинех ыйту пачĕ.
-Хĕрĕм, пÿрте кĕр-ха. Çул çинче ывăнтăн пулĕ. Эпĕ ĕнене суса пĕтерем, кайран калаçăпăр,-тесе Лисук аппа сарай еннелле утрĕ.
Вера пÿрте кĕчĕ, ачана кравать çине хучĕ. Пĕчĕкскер урипе тапкалашма та пуçларĕ. Кипке ăшĕнчен хут татки урайне вĕçсе ÿкрĕ. «Ача ячĕ - Коля, икĕ уйăхра. Çамрăклăха ачапа çыхăнтарас килмест, савăнса юлас тетĕп»,-çырнă ун çине. «Хĕр ĕмĕрĕнче камăн савăнас килмĕ? Ăна чыслăн ирттерме çук-шим? Мĕнле чун-чĕреллĕ этем çапла хăтланнă-ши? Нивушлĕ ÿкĕнмест вăл кайран?»-çакнашкал шухăшсем явăнчĕç хĕр пуçĕнче.
-Ĕнер çеç Коля кĕрсе тухса кайрĕ. Сан пирки ыйтрĕ. Кĕтсе илме станцăна тухатăп терĕ. Тĕл пулаймарăр-им?-терĕ ĕне суса кĕнĕ амăшĕ хĕрне.
-Эпĕ аслă çулпа килес терĕм. Хăвах пĕлетĕн вĕт: ачаранпах килĕштеретĕп эпĕ ăна.
-Ку ачапа мĕн тăвăпăр? Çураçнă хĕр-çке эсĕ, Вера. Кам ĕненĕ сана? Усал чĕлхесем элек сарас тесен каçăхсах каяççĕ. Тен, хальччен Коля хăлхине те кĕчĕ пулĕ.
-Эпĕ Кольăна шанатăп. Мана ăнланатех вăл. Эпĕ ун умĕнче таса.
Кăн-кăвак куçлă, сарă çÿçлĕ пепке йĕрмĕшме пуçларĕ. Вера ăна аллине тытрĕ. Унран сĕт шăрши кĕрет. Хĕр сисмесĕрех пĕчĕкскере кăкăрĕ çумне пăчăртарĕ, ăшшăн çупăрларĕ, ачашларĕ. Шăп çак самантра пÿлĕме Коля кĕрсе тăчĕ. Лисук аппа çамрăксене чăрмантарас мар тесе кухньăна васкарĕ.
Каччă хĕре сывлăх та сунмарĕ, ытти пирки те ыйтса пĕлмерĕ.
-Тĕрĕсех калаççĕ иккен сан пирки ялта. Ĕненмерĕм. Станцăран таврăннă-таврăнманах кунта чупса килтĕм. Хăçан качча тухма ĕлкĕрнĕ вара эсĕ? Е хĕрле çуратрăн-и?-шăл витĕр калаçрĕ Коля.
Унăн сăмахĕсем хĕр чĕрине хĕскĕч-пе хĕснĕн ыраттарчĕç. Чакăр хура куçĕ татах та чарăлчĕ, тути чĕтрерĕ.
-Коля, кам каларĕ сана ку ман ача тесе? Эпĕ ăна çул çинче тупрăм. Пулăшу ыйтса макăратчĕ вăл. Пăрахса хăварма пултараймарăм,-терĕ хĕр каччă çине айăпсăр куçĕпе тинкерсе.
-Ку сăмаха мана мар, пĕр-пĕр пĕчĕк ачана каласа ĕнентер. Çул çинче тупнă иккен вăл. Кам пăрахса хăварать-ши хăйĕн пепкине? Мĕншĕн эпĕ мар, эсĕ тупнă ăна? Пĕринпе савăшса пурăннă та теприн патне çырусем çырас терĕн-и?
Каччăн сăмахĕсем Верăн чунне витерчĕç. Хĕр тÿсеймерĕ, макăрса ячĕ.
-Мана куççульпе хăратса хăв майлă çавăрас тетĕн-и? Ан та шухăшла. Ачаллă хĕр кирлĕ мар мана,-тесе алăка шалт! хупса пÿртрен тухса кайрĕ.
Çураçнă хĕр юпа пек хытса тăрса юлчĕ. Кăштахран çеç пуçне хуллен çĕклесе çĕмĕрт куçне хупрĕ. Вăл куççульпе тулнă. Сывлăм евĕр тап-тасаскер пит тăрăх юхса анчĕ. Пĕчĕк Коля çине те ÿкрĕ пулас. Вăл шари! кăшкăрса ячĕ. Çак сасă хĕре чун кĕртрĕ. Хăйне хăй хытарса куççульне шăлса типĕтрĕ те ачана чуп туса илчĕ.
-Сана никама та кÿрентерме памастăп. Çынсем хăть мĕн шухăшлаччăр, хамах пăхса ÿстеретĕп,-çирĕппĕн каларĕ хĕр.
Пĕчĕк кĕленчепе сĕт илсе килнĕ амăшĕ хĕрĕ çине пăхса пĕтĕмпех ăнланчĕ. Коля мĕншĕн хăвăрт тухса кайнине те амăш чĕрипе туйса илчĕ.
Ăшă сĕт ĕçнĕ хыççăн ача тутлă ыйха путрĕ.
Вера амăшне Кольăна усрава илесси çинчен пĕлтерчĕ. Лисук аппа малтанах ниепле те килĕшесшĕн пулмарĕ, ятласа та илчĕ. Вера пурпĕрех хăйĕн шухăшĕнчен чакмарĕ. Ача амăшĕ пулма çирĕп тĕллев лартрĕ.
-Юрĕ эппин, хĕрĕм. Аçуна ÿкĕте кĕртме тăрăшăп. Вăй çитнĕ таран хамăр та пулăшăпăр. Кольăна тăван мăнук пекех юратса ÿстерĕпĕр,-килĕшрĕ хĕрарăм.
Отпуск вĕçленесси тепĕр эрне пек юлсан Вера хулана кайрĕ. Хваттере ачапа пырса кĕрсен тантăшĕсем тĕлĕнчĕç. Ача шăпине пĕлнĕ хыççăн ăна шеллерĕç. Кашниех Кольăна хăйĕн аллине илесшĕн пулчĕ.
-Ан хурлан, тантăшăм, пĕрле ÿстерĕпĕр. Йывăрлăхра пĕччен хăвармăпăр,-хавхалантарчĕç вĕсем çамрăк амăшне.
Çул хыççăн çул иртрĕ. Тантăшĕ-сем пурте çемьеллĕ ĕнтĕ, кашнийĕн икшер-виçшер ача, уйрăм хваттер. Вера та хăйне тивĕçлĕ мăшăр тупрĕ. Петя хулари пĕр заводра цех пуç-лăхĕнче вăй хурать. Çемьере вĕсен виçĕ ача: Коля, Марина, Ваня. Хваттер, машина пур.
Çуллахи пĕр ăшă кун Вера çемйипе яла таврăнчĕ. Ашшĕ-амăшĕ вĕсене яланхи пекех тарават йышăнчĕ.
Вера ял варринчи çăла васкарĕ. Пусмапа анса валак умне çитсе тăчĕ. Шыв шăнкăртатса юхнине савăнса сăнарĕ вăл. Ачалăхри телейлĕ те шухă кунсем аса килчĕç. Кунне миçе хутчен анса хăпарман-ши çăл патне? Çуркунне юр кайсанах кĕпе чÿхеме те килнĕ кунта. Çуллахи шăрăх кунсенче ятарласа çăл шывĕпе çăвăнма çÿренĕ. Кольăпа та пĕрремĕш хут çакăнтах тĕл пулнă.
Хĕрарăм тулли витресене йăтса улăхма пуçланăччĕ кăна, Коля çăл еннелле килнине асăрхарĕ. Вăл çав-çавах яштака та çÿллĕ, патвар хул-çурăмлă.
-Сывă-и, Вера?-терĕ Коля ĕлĕкхи савнийĕпе танлашсан. Ырă та, усал та чĕнмерĕ хĕрарăм. Тулли витрисемпе малаллах талпăнчĕ. «Тахçанхи кÿренĕве ниепле те манаймастăп. Коля ман ача маррине пĕлнĕ хыççăн та каçару ыйтмарĕ. Тен, çавăнпах хирĕç пулсан та калаçма кăмăл çук унпа»,-хăйпе хăй калаçрĕ хĕрарăм.
Сакăр çулти Коля амăшне хирĕç чупса пычĕ. Питĕ ырă кăмăллă ача вăл. Мĕн хушнине итлет. Шкулта та лайăх вĕренет. Çулне кура мар ăслă калаçать. Верăпа танлашсан тулли витресене илес терĕ, анчах амăшĕ памарĕ.
-Йывăр вĕсем, ывăлăм. Кăштах ÿс- сен йăтма пултаратăн,-терĕ.
-Анне, эпĕ сирĕн тăван мар ывăл-им?-ыйтрĕ Коля кăшт чĕнмесĕр пынă хыççăн.
-Ку сăмахсене камран илтрĕн?-витрисене çĕре лартрĕ Вера, ывăлĕ умне кукленчĕ.
-Пÿрт умĕнчи сак çинче ларакан хĕрарăм каларĕ,-аллине тăсса кăтартрĕ ывăлĕ.
-Коля эсĕ кукамай патне кай-ха, санпа кайран калаçăпăр.
Палламан хĕрарăм патне çитсен Вера витрисене çĕре лартрĕ те сак çине вырнаçрĕ.
-Ывăлăма курас тесе ятарласа килтĕм. Паллашар: Инга ятлă. Кÿршĕ ялтан эпĕ. Тĕрĕсрех каласан, хулара пурăнатăп. Яла тăвансем патне килкелетĕп. Сан ывăлун чăн-чăн амăшĕ эпĕ. Ашшĕ кам иккенне пĕлес килет-и?
-Ача чунне мĕншĕн амантрăн эсĕ.
Сакăр çултан тин аса илеççĕ-и вара кун пирки?
-Итле-ха эсĕ малалла. Унăн ашшĕ - Коля, сан каччу пулнăскер. Эсĕ хулара чухне мана ăсатма час-часах çÿретчĕ вăл. Эпĕ йывăр çын пулнине пĕлсен - пăрахрĕ. Ачана çуратрăм, анчах пăхса ÿстереймерĕм. Икĕ уйăх тултарсан тулă пуссине кайса пăрахрăм... Ыттине хăвах пĕлетĕн. Эпĕ çемьеллĕ, анчах та ача çук пирĕн. Турă текех памарĕ. Пар мана хамăн ачана. Сирĕн унсăрăн та иккĕ. Мĕн тума кирлĕ сана ют ача?-йăлăнчĕ этем чысне çухатнăскер.
-Коля ют ача мар, хамăрăнах. Ашшĕ те, амăшĕ те пур унăн. Вăл тăлăх мар. Сакăр çул хушшинче ачу çинчен аса илтĕн-и? Вăл уйра пĕччен макăрса выртнă чухне чĕрÿ мĕнле тÿсрĕ?
-Эпĕ ăна суд урлă сиртен пурпĕрех туртса илетĕп. Манăн ача вăл. Ăна эпĕ çуратнă, эсĕ мар.
-Хăйĕн тĕпренчĕкне эрех-сăрапа, арçынсемпе улăштарнă хĕрарăма суд ăнланĕ-ши? Ку ыйтăва Коля хăй те татса парĕ, текех пĕчĕк ача мар вăл,-терĕ те Вера тулли витрисене алла илчĕ. Инга та унран юлмарĕ.
Пÿрте амăшĕпе пĕрле ют хĕрарăм кĕрсе тăрсан Кольăн чĕри хĕссе ыратрĕ. Хÿтлĕх шыранăн кукамăшĕ çумне йăпшăнчĕ.
-Коля, эпĕ сана чăн пулнине каласа паратăп, тимлĕ итле,-терĕ Вера.
Пÿртре пĕр вăхăт шăплăх хуçаланчĕ. Виçĕ мăшăр куç арçын ачана тинкерчĕ.
-Анне, кипке ăшĕнчи ача эпĕ пулнă вĕт,-шăплăха сирсе куççуль витĕр ыйтрĕ Коля.
-Эсĕ, ывăлăм. Эпир сана кун пирки кăштах ÿссен пурпĕрех пĕлтереттĕмĕрччĕ. Чунна амантнăшăн каçар мана. Çак хĕрарăм санăн тăван аннÿ. Вăл сана хăйпе пĕрле илсе каясшăн.
-Аннеçĕм, тархасшăн, ют хĕрарăма парса ан яр мана,-чупса пырса уртăнчĕ арçын ача Вера мăйĕнчен. Такам туртса илесрен хăранăн вăл ывăлне хăйĕн çумне чăмăртарĕ. Ачан куççульне чуптуса типĕтрĕ, çурăмĕн-чен ачашшăн лăпкарĕ.
Ачине ĕмĕрлĕхех çухатнине тинех ăнланчĕ Инга, алăк патнелле утрĕ.
Мария ПЕТРОВА.
Çĕнĕ Ишпуç ялĕ.