АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвай ен маттурĕ çĕнтернĕ

28 июня 2019 г.

Вăрнар районĕнче машинăпа ĕне сăвакан мастерсен республикăри конкурсĕ иртнĕ. Унта чи лайăххисем, хăйсен ĕçĕнчи ăстасем, районсенчи конкурссенче çĕнтернĕ 20 маттур хутшăннă.

Республикăри 38-мĕш конкурс Малтикассинчи сĕт-çу фермин никĕсĕ çинче иртнĕ. Асăннă ферма Вăрнар районĕнче çеç мар, республика шайĕнче те кăтартуллисенчен пĕри шутланать, кунта пысăк ăмăртусем валли условисем çителĕк- лĕ, ĕçре малта пыракан ку чухнехи технологипе усă кураççĕ. Конкурса хутшăнакансене малтанах республика тата район шайĕнчи ертÿçĕсем саламланă, ăнăçлă ăмăртма ырă суннă. ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Денис Паспеков Чăваш Ен кашни 100 гектар çĕр пуçне сĕт туса илессипе федерацин Атăлçи округĕнче малти виçĕ регион шутĕнче пулнине, продукци ĕçлесе тирпейлекен предприятисен хăвачĕсем ÿссе пынă май, сĕт ытларах та ытларах кирлине палăртнă. Çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе пынипе пĕрлех машинăпа ĕне сăвакан мастерсен тÿпи те пысăккине палăртмалла.

Пысăк хăнасемпе пĕрлех республика конкурсне хутшăнакансене Вăрнар районĕнчи культура çурчĕн «Тивлет» юрăпа ташă ансамблĕ те ăшшăн саламланă.

Пирĕн районти «Акконд-агро фирма» акционерлă общество доярки, пĕр хутчен çеç мар машинăпа ĕне сăвакан мастерсен конкурсĕнче çĕнтернĕ Екатерина Георгиева конкурс ялавне хăпартма тивĕçлĕ пулнă.

Официаллă пай хыççăн конкурслă заданисене пурнăçлама тытăннă. Судьясен ушкăнĕн ертÿçи - Çĕрпÿри аграрипе технологи техникумĕн директорĕ, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ Рамиль Айзатов доцент.

Малтанах машинăпа ĕне сăвакансем ăмăртăвăн практикăлла пайне пурнăçланă - сĕт сумалли аппарата сÿтсе пухассипе тупăшнă, унтан ĕнесем сунă. Юлашкинчен конкурсăн теориллĕ пайне пуçăннă, судьясен ушкăнĕ хатĕрленĕ ыйтусене кашниех çырса хуравланă. Судьясем балсене пĕтĕмлетнĕ. Пирĕн, Тăвай районĕн хастарĕ - «Акконд-агро фирма» АО представителĕ Наталья Ерастова, заданисенче пур енĕпе те чи нумай балл (94,61) пухса республикăри конкурс çĕнтерÿçи пулса тăнă. Иккĕмĕш вырăнта - «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» АО доярки Елена Кириллова. Вăл 92,53 балл пухнă. Етĕрне районĕнчи «Родина» ООО доярки Анна Мишенкова - виççĕмĕш, унăн 87,75 балл. Çĕнтерÿçĕсене грамотăсемпе хаклă парнесем парса чысланă. Республикăри конкурс çĕнтерÿçине Наталья Ерастована ăмăртусене хатĕрленме райадминистрацин АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Елена Михайлова пулăшнине те асăнса хăварар. Август уйăхĕнче çĕнтерÿçĕ Пушкăртстанра иртекен машинăпа ĕне сăвакан мастерсен конкурсне хутшăнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика