АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Рязаньти ансамбль - Тăвай енре

28 июня 2019 г.

Рязаньти ансамбль - Тăвай енре

Республика кунне халалланă уяв мероприятине - халăх пултарулăхĕн «Раççей çăлкуçĕсем» фестивальне Беларуçпе Болгарирен, Эстонирен тата Эквадортан хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсем килнĕ. Çĕршыври тĕрлĕ регионтан вун-вун коллектив хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче вĕсенчен пĕр ушкăнне, Рязань облаçĕнчи «Русская песня» халăх ансамбльне, тăвайсем ăшшăн кĕтсе илнĕ. Юрă-ташă ăстисем Тăвайри, Енĕш Нăрвашри музейсенче пулнă, «Упа кĕтесĕ» кану базине çитсе курнă. Хăнасем пирĕн музейсем экспонатсенчен пуян пулнинчен тĕлĕннĕ, вĕсем валли ятарлă экскурси ирттернĕшĕн тав тунă, малашнехи ĕçре ăнăçу сунса ăшă сăмахсем çырса хăварнă. Тăвайри культура çурчĕ умĕнчи лапамра хăйсен пултарулăхĕпе халăха савăнтарнă «Пирĕн пата та çитсе курăр»,-тесе уйрăлнă вĕсем.

Çула тухас умĕн Рязань артисчĕсем культура ĕçченĕсемпе тĕл пулнă. Вырăнти халăх коллективĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе те интересленнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика