28 июня 2019 г.

«Чăваш Ен Правительстви çынсене социаллă хÿтлĕх парас енĕпе йышăннă мĕн пур тивĕçе çирĕппĕн пурнăçласа пырать», - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура. Тăвай енри уявра çамрăк çемьесене те савăнтарчĕç. Чăваш Енри ял хуçалăх министрĕн заместителĕ М.Загребаевапа район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке, «Ял территорисене çирĕппĕн аталантарни» патшалăхăн тĕллевлĕ программăн «Агропромышленность комплексне аталанмалли условисемпе тивĕçтерни» çум программипе кил-йышсене пурнăç условийĕсене лайăхлатма социаллă тÿлев илмелли свидетельствăсем пачĕç. Яллă вырăнта пурăнакан 2 çемьене пурĕ 1313243 тенкĕлĕх, пилĕк çамрăк специалиста 357605 тенкĕлĕх палăртнă документсемпе тивĕçтернĕ. Вĕсен йышĕнче Тăвай ялĕнче пурăнакан Олеся Анатольевна Иванова çемйи (сăн ÿкерчĕкре) те пулчĕ. -Пирĕн çĕршыв çынна, унăн нушисем çине пысăк тимлĕх уйăрать, пурăнма лайăх условисем туса парать, - шухăшне хĕпĕртесе пĕлтерет икĕ ача амăшĕ. Тăвайра çуралса ÿснĕ Олеся Иванова. Тăван ялти шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Аттестатлă пулсан Чăваш патшалăх университечĕн алăкĕсене уçнă, экономика факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Çутă ĕмĕтлĕ пике тăван тăрăхах таврăннă, район центрĕнчи перекет банкĕнче ырă тĕслĕх кăтартма пуçланă. Çемьеленнĕ вăл, хĕрпе ывăл çитĕнет. Артем кăçал пиллĕкмĕш класра вĕренме пуçлать, Виктория – иккĕмĕшĕнче. 2016 çулта Олеся Анатольевна Грачев хресчен-фермер хуçалăхне ĕçлеме куçнă, Валерий Геннадьевич офисĕнче бухгалтерта тарăшать халь хавхалануллă хĕрарăм. Патшалăх пысăк пулăшу панипе кăмăллă вăл, унпа пурнăç условийĕсене лайăхлатма ĕмĕтленет, ывăлĕпе хĕрĕ телейлĕ çитĕнччĕр тесе тăрăшать. – Пирĕнтен кашниншĕн çемье пысăк пĕлтерĕшлĕ, çавăнпа унăн вучахне сÿнме памалла мар, - тет О.Иванова.