АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Совет Союзĕн Геройĕ

28 июня 2019 г.

Совет Союзĕн Геройĕ

 Петр Харитонович Бухтулов Мучар ялĕнче 1924 çулхи утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче çуралнă. 1943 çулхи нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче 16-мĕш артиллери дивизионĕн оруди наводчикĕ пулса нимĕçсемпе çапăçма пуçланă вăл. Çурçĕр-Хĕвеланăç фронтĕнче хăюллă артиллеристсен йышĕнче пулнă пирĕн ентешĕмĕр. Брянск фронтĕнче П.Бух-тулов комсомолец хăйĕн орудийĕпе 2 танк çунтарнă, тăшманăн 100 салтакĕпе офицерне леш тĕнчене ăсатнă. ll Украина фронтĕнче Петр Харитонович Кировградпа Кривой Рог районĕсенче çапăçнă, вĕсем çине нимĕçсен 7 танкĕ, 100 автоматчикĕ та-пăнса пынă. Бухтулов сержант çав çапăçура виçĕ танкпа 30 салтака пĕтернĕ. «Паттăрлăхшăн» медальпе чысланă ăна çакăншăн. Ытти çапăçусенче те ырă тĕслĕх кăтартнă пирĕн ентешĕмĕр, орденсемпе медальсене тивĕçлĕ пулнă. Çурçĕр-Хĕвеланăç фрон-тĕнче çапăçма пуçланă та П.Бухтулов, Австрире вĕçленĕ паттăрлăх çулне, хăйĕн орудийĕпе 6000 ытла километр малалла кайнă. Петр Харитонович Бухтуловăн, нимĕçсен 16 танкне пĕтернĕ салтакăн паттăрлăхне СССР Верховнăй Президиумĕн Совечĕн 1946 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнчи указĕпе тивĕçлипе хакланă, Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика