АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яланах малтисен ретĕнче

28 июня 2019 г.

Яланах малтисен ретĕнче

Чутей шкулĕнче 8-мĕш класран вĕренсе тухрĕç кăçал Валерия Куприяновапа Евгения Рожкова (сăн ÿкерчĕкре). Питĕ туслă вĕсем, пĕр-пĕринчен аякра мар пурăнаççĕ. Кĕçĕн класранпах «5» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пыраççĕ. Иккĕшĕ те пултаруллă, шкулта, районта иртекен спорт ăмăртăвĕсене, ăсталăх конкурсĕсене тăтăш хутшăнса палăраççĕ. Мал ĕмĕтлĕс-керсем ума лартнă тĕллевĕсене пурнăçлама ăнтăлаççĕ. Ашшĕ-амăшĕсене те пулăшма вăхăт пур вĕсен.

Лера кăçалхи февраль уйăхĕн вĕçĕнче Анапа курорт-хулара вырнаçнă Пĕтĕм Раççейри ача-пăча центрĕнче каннă, «Я - гражданин» спорт сменине лекнĕ.

«Пурĕ 4 отрядчĕ. Кашнинче - 20-шер ача. Тĕрлĕ наци ачисем - чăвашсем, калăмăксем, пушкăртсем тата ыттисем пĕр çемьери пек пурăнтăмăр»,- аса илет В.Куприянова. Хăй нумайăшĕпе туслашнăшăн питех те кăмăллă.

Кăçалхи пĕлтерĕшлĕ çитĕ-нĕвĕсене те палăртса хăварчĕ. Районти олимпиадăсенче вырăс чĕлхипе, искусствăпа, КРКпа, «Юнармия» ăмăртăвĕнче 2-3-мĕш, волейболла выляссипе командăпа районта пĕрремĕш, вăрманçăсен республикăри олимпиадинче иккĕмĕш вырăнсене тухнă. «Отцы-богатыри» сочиненисен районти конкурсĕнче пĕрремĕш пулнă. Валерия волонтерсен ретĕн-че пулнипе те мăнаçланать, «Учимся жить без конфликтов» программăна алла илнĕ иртнĕ уйăхсенче.

Евгения Рожкова йышлă çемьере ÿсет. Ашшĕ-амăшĕ ачисене тĕрĕс воспитани пама тăрăшни куçкĕретех. Женя çемьере иккĕмĕш ача, икĕ шăллĕпе икĕ йăмăкне куçран вĕçертмест, вĕсемпе вăхăтне ирттерме юратать.

Хĕр ачана пур енĕпе те Турă тивлет панă. Тăрăшса вĕренет, сасси питĕ илемлĕ, спорт ăмăртăвĕсенче, вăййисенче яланах курма пулать ăна. Шывра ишмелле е кире пуканĕ йăтмалла, гимнастика енĕпе тупăшмалла е волейболла вылямалла - пур çĕре те çитмелле, çĕнтерÿçĕ пулмалла. Тĕрлĕ конкурса, предмет олимпиадисене хутшăнса та пултарулăхĕпе палăрать. Ырă кăмăллă, таса чунлă хĕр ача шкул чысне хÿтĕ-лет, пурне те савăнăç парнелет. Вăл - шкулти волонтерсен отрячĕн ертÿçи.

Сăмах май, Женьăпа Валерия иккĕшĕ те кăçал районти «Зарница» çартпа спорт вăййисенче пысăк çитĕнÿсем тунă, ахальтен мар Чутей шкулĕ çак ушкăнра пĕрремĕш вырăна тухнă. Каникулта та вĕсем шкултан тухма пĕлмен. Ĕçпе кану лагерьне çÿренипе пĕрлех республикăри «Зарница» вăйăсене хатĕрленнĕ, ăмăртусем çак кунсенче Çĕр-пÿ хулинче иртнĕ. Вĕсем унта аван результат кăтартнă.

Малашне те çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ кĕттĕр Чутей шкулĕнчи маттур хĕр пĕрчисене.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика