АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх апачĕ хатĕрленипе паллашнă

21 июня 2019 г.

Выльăх апачĕ хатĕрленипе паллашнă

Хĕл хырăмĕ аслă теççĕ. Çакна тĕпе хурса район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕпе Николай Красновпа пĕрле «Акконд-агро фирма» акционерлă обществăпа «Дружба» ял хуçалăх кооперативĕнче пулнă, вĕсенче выльăх апачĕ хатĕрлессипе епле ĕçленипе паллашнă.
«Акконд-агро фирма» обществăра ку тĕлĕш-пе пĕтĕм вăя хурса ĕçлеççĕ. 2860 пуçран кая мар мăйракаллă шултра выльăха, çав шутра 976 сăвакан ĕнене, тĕрлĕ апатпа ытлă-çитлĕ тивĕçтерес тĕллевпе, предприяти ĕçченĕсен 1122 тонна утă, 8980 тонна сенаж, 11300 тонна силос, 1122 тонна улăм тата 3000 тонна тырă фуражĕ хатĕрлемелле. Предприяти уйĕсенчи 1440 гектар нумай çул ÿсекен курăксенчен 767 гектарне е 53 процентне выльăх апачлĕх çулнă, 119 тонна утă рулонланă тата лайăх пахалăхлă 2700 тонна сенаж хывнă. Выльăх апачĕн хисепĕ кунсерен хушăнса пырать. Андриян Александров, Виталий Алексеев, Георгий Григорьев механизаторсем МТЗ-82 тракторсемпе курăк çулаççĕ. Владимир Данилов тата Александр Яковлев механизаторсем çулнă массăна тавăраççĕ. Юрий Яковлев кушăхтарнă массăна «Ягуар» комбайнпа вĕтетсе машинăсем çине тиет. Александр Птичкин, Андрей Иванов, Владимирпа Артем Петровсем, Олег Иванов, Андрей Ларионов тата Николай Ланевич водительсем сенажлăх массăна траншейăна кал-кал турттарса тăраççĕ. Александр Суркин, Сергей Баранов тата Дмитрий Кузнецов массăна тракторсемпе таптаса пусăрантараççĕ. Çумăрсăр çанталăк та пулăшать вĕсене вăй хурса ĕçлеме.
Механизаторсемпе калаçнă чухне Владимир Ванерке выльăх апачĕ хатĕрленĕ тапхăрти ĕç условийĕсемпе интересленнĕ, тăрăшса ĕçленĕшĕн тата ĕçри лайăх кăтартусемшĕн пурне те тав тунă.
«Дружба» хуçалăхра та пикенсех ĕçлеççĕ ял ĕçченĕсем.
Ку вăхăт тĕлне районта обществăлла выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарма 1150 тоннă утă хатĕрленĕ тата 4200 тонна сенаж хывнă, нумай çул ÿсекен курăксене 2720 гектар ытла çулнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика