АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем патшалăх пулăшăвĕпе кăмăллă

21 июня 2019 г.

Вĕсем патшалăх пулăшăвĕпе кăмăллă

Чăваш Ен çемье йăли-йĕркин çирĕплĕхĕпе палăрса тăрать. Паян республикăра 12600 ытла нумай ачаллă çемье пурăнать. 2012 çулхипе танлаштарсан, вĕсен шучĕ 52 процент ÿснĕ. Çакă – Чăваш Республикин Правительстви çынсене социаллă хÿтлĕх парас енĕпе йышăннă мĕн пур тивĕçе çирĕппĕн пурнăçласа пынине ĕненмелле кăтартакан тепĕр витĕмлĕ паллă. Пирĕн районта йăва çавăрнă нумай ачаллă çемьесенчен ытларахăшĕ обществăлла пур-нăçра ырă тĕслĕх кăтартать. Кăçал район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайне нумай ачаллă пулнине çирĕплетекен документ илме 101 çемье заявлени çырнă, 83-шне удостоверени панă. Çак сума Тăвай ялĕнче пурăнакан Наталья Николаевнапа Олег Владимирович Новиковсен çемйи те тивĕçнĕ. Кил хуçи арăмĕ районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăн тĕп специалистĕнче 2010 çултанпа вăй хурать. Вăл икĕ аслă шкул вĕренсе тухнă. Мăшăрĕпе, предпринимательте вăй хуракан Олег Владимировичпа, виçĕ ача пăхса çитĕнтереççĕ. Асли _ Глеб, кăçал тăххăрмĕш класра вĕренме пуçлать, иккĕмĕшĕ – хĕрача, Дарья ятлă, пиллĕкĕмĕшне çÿреме тытăнать. Костя ултă çулта кăна-ха. Пурнăç условийĕсене лайăхлатма пилĕк çул черетре тăнă туслă çемье. Телейне кĕтсе илнĕ, пысăк лаптăклă хваттерте пурăнаççĕ Новиковсем, патшалăх пулăшăвĕпе кăмăллă вĕсем. Халь хакне тÿлесе татассишĕн ывăнма пĕлмесĕр вăй хурать мăшăр. –Кашни çыннăн юратакан ĕçĕ пулмалла. Пурнăç телейне ĕçре тупма май пуррине палăртас килет çÿлерех асăннă службăра клиентсен ыйтăвĕсене татса парассипе тăрăшнăран. Ачасене те мĕн пĕчĕкренех тĕрлĕ профессипе паллаштармалла. Шкулсенче вара çакăн валли технологи урокĕсем пур тата вĕсене ку чухнехи вĕрентÿ хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ пÿлĕмсенче ирттереççĕ, – шухăшне пĕлтерет виçĕ ача амăшĕ Н.Новикова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика