АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уявпа, паллă юбилейпе саламланă

21 июня 2019 г.

Уявпа, паллă юбилейпе саламланă

Раççей кунĕнче Тĕмерте пурăнакан Анна Петровна Николаеван кĕреки хăнасемпе тулли пулчĕ. Ял-йышра сумлă кил хуçи хĕрарăмĕ килен-каянсене ăшă кăмăлпа кĕтсе илсе ăсатрĕ (сăн ÿкерчĕкре: сулахайран иккĕмĕшĕ).

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Иванов ĕç ветеранне Раççей Президенчĕ 90 çул тултарнă ятпа янă салам хутне тата асăнмалăх парне пачĕ, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, хавас кăмăл-туйăм сунчĕ.

Анна Петровна вăрçă вăхăтĕнче ĕçленĕ çулсене куç умне кăларчĕ. Çамрăксем те аслисемпе пĕрле пĕр тĕллевпе - çĕнтерĕве çывхартма ырми-канми тăрăшнă. Ĕçсене ытларах алă вăйĕ-пе тума тивнĕ. Тырă вырнă, çапнă, çулнă. Темле йывăр çулсем пулсан та тухăçшăн тимлесе Вăрмар районĕнчен пĕчĕк урапасемпе вăрлăхлăх тырă туртса килни те асĕнчен тухмасть. Каярах та ĕçлĕ çулĕсем ял хуçалăх производствипех çыхăннă унăн. Пĕр ĕçрен те юлман. Парнесемпе хисеп хучĕсене, «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ, медальсемпе те наградăланă. Анна аппа кăмăлĕ-пе ырă, çынсемпе лăпкăн калаçать, сăпайлă.

Мăшăрĕпе Илья Николаевичпа 4 ача пăхса ÿс- тернĕ. Анчах та вăл пурнăçран ир уйрăлнă. Людăпа Лена хĕрĕсем вĕренсе хăйсене килĕшекен специальноç илнĕ. Валера - ăста токарь, çемйипе Мускавра пурăнать, «Авионика» обществăра самолетсем валли тĕрлĕ деталь калăпланă çĕрте ĕçлет. Виçĕ мăнукпа вĕсен тăватă ачи асламăшĕпе кукамăшĕшĕн куç тулли телей.

Çулĕсем пур пулин те, Анна аппа сатур-ха, кунĕпех кил хуçалăхра кăштăртатать. Ирех вăранать. Сурăхĕсене вăхăтра кĕтĕве кăларса ярасчĕ тесе ăшталанать. Унтан чăх-чĕпсене, кăвакал чĕпписене пăхма васкать. Вĕлтĕрен çулса кĕрсе вĕтетсе хушать апачĕ çине. Район пурнăçĕпе паллашма «Ял ĕçченĕ» хаçатăн кашни номерне чăтăмсăррăн кĕтет. Люда хĕрĕн çемйи юнашар пулни уншăн çирĕп тĕрек те шанчăклă хÿтлĕх. Амăшне пăхма тесех ĕçĕпе сывпуллашрĕ вăл.

«Тавах ватăсене сума сунăшăн. Пенсине кашни уйăхрах параççĕ. Çĕршыв тăнăç та çирĕп пулсан пурнăçĕ татах та лайăхланса пырĕ. Тÿпе кăна таса пултăрччĕ. Вăрçă ан пултăр, унăн хĕн-асапне хамăн та курма тивнĕ»,- тесе вĕçлерĕ калаçăвне тыл ĕçченĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика