АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тушкил хĕрĕн çитĕнĕвĕ

21 июня 2019 г.

Тушкил хĕрĕн çитĕнĕвĕ

Кану кунĕсенче Шупашкарта хăвăрт утассипе Раççей чемпионачĕ иртнĕ. Тушкилте çуралса ÿснĕ Надежда Мокеева унта пысăк результат кăтартнă. 50 километрлă дистанцире вăл финиша виççĕмĕш çитнĕ, пăхăр медале çĕнсе илнĕ. Унăн результачĕ - 4 сехет те 22 минут та 22 çекунт, апла çавăн чухлĕ вăхăт пулнă вăл дистанцире. Шутлатăн та, çакăн пек инçе «çула» парăнтарма мĕн чухлĕ вăй-хал, хăнăху, çине тăраслăх кирлĕ.

Н.Мокеевана телефонпа çыхăнса саламларăм, кооператив институтĕнче юриста вĕреннине пĕлсе унти ĕç-пуçпа та интереслентĕм.

-Кăçал хĕрлĕ дипломпа пĕтертĕм, часах документа алла парĕç. Малашлăхра çакăнтах тепĕр аслă пĕлÿ илесси тăрать,- терĕ кăмăллăн. Маттур хĕр Шупашкарти олимп резервĕсен училищинче вĕренсе, 2015 çулта физкультурăпа спорт енĕпе ĕçлекен тренер-преподавателĕн дипломне илнине пĕлтерчĕ.

Сăмах май, Надежда тĕнче класлă спорт мастерĕ. Республика, çĕршыв шайĕнчи ăмăртусенче нумай хутчен çĕнтернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика