21 июня 2019 г.
bahtiarovo_Preview.jpg)
Çветтуй Троица умĕн вăтаяльсем ял уявне ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Кăçал та ăна анлăн паллă турĕç. Хаваслă юрă-кĕвĕ çеммипе пысăк çараналла утрĕç ял халăхĕпе хăнасем. Тавралăх илемлĕ кунта. Виçĕ енчен Вăта шывĕ хупăрласа тăрать.
Уява хатĕрленсе лапама тирпейлеме субботниксем ирттернĕ, тĕп сценăна сăрласа илемлетнĕ, спорт площадкинче те ăмăртусем ирттерме меллĕ.
Праçнике Тĕмер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Иванов, ял старости Геннадий Масленников уçрĕç, пухăннисене ырă сунса ăшă салам сăмахĕ-сем каларĕç. Сцена çинче - пĕртăван Валентинпа Виталий Красновсем. Валентин Порфирьевич, хресчен фермер хуçалăхĕн ертÿçи, акара палăрнисене дипломсемпе парнесем парса чысларĕ. «Ял кунран кун илемленсе, чечекленсе пытăр, унта пурăнакансен ĕмĕрĕ вăрăм пултăр»,-терĕ Вăтаялĕнчи ентешлĕх ертÿçи Виталий Порфирьевич. Вăл ял тăрăхĕн пуçлăхĕ-пе ял хастарĕсене саламлама хутшăнчĕ. Ĕçре тата общество пурнăçĕнче маттуррисене - ХФХ ертÿçине Валентин Краснова, «РЭМИСС» обществăн тĕп инженерне Вячеслав Козлова, Геннадий Масленников старостăна - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав хутне парса хавхалантарчĕç. «Гарант» обществăн строительство фирмин директорĕ Константин Кузьмин, хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçи Александр Гладков, Дмитрий Никитин предприниматель, Нина Арсентьева, Зоя Ефимова, Галина Александрова, Альбина Степанова, Галина Никитина, Зинаида Павлова пенсионеркăсем ял тăрăхĕн Тав çырăвне тивĕçрĕç.
Унтан уяв кĕреки юрăпа тулчĕ. Концерт программине вырăнти фольклор ушкăнĕн юрăçисем уçрĕç. Ытларах чăвашла юрăсем шăрантарчĕç вĕсем. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ-сем Валентина Александровапа Геннадий Масленников хитре те янăравлă сассисемпе тыткăнларĕç. Шупашкар хăнисем - Алексей Шадриков, Алена Карсакова тата Ульяна юрăçсем паллă чăваш хичĕсемпе çĕнĕ юрăсем парнелерĕç.
Хаваслă юрăсен çемми янăранă вăхăтра спорт площадки тĕрлĕ ăмăртусемпе илĕртрĕ. Футболла выляса «Тюмеревăпа» «Бахтиарово» командăсем хушшинчи тĕлпулу хăнасен çĕнтерĕвĕпе вĕçленчĕ. 24 килограмлă кире пуканне икĕ алăпа сулласа çĕклессипе Иван Васильевăн результачĕ чи лайăххи пулчĕ. Призерсен йышĕнче вара - Валерий Краснов, Руслан Павловпа Дмитрий Ильин. Алă вăйне виçекенсем хушшинче те тупăшу çивĕч иртрĕ. Кунта пьедесталăн чи çÿлти картлашки çине Дмитрий Ильин хăпарчĕ, ыттисене Валерийпа Виталий Красновсем йышăнчĕç. Хĕрарăмсенчен Татьяна Никитина мала тухрĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Дина Ильинапа Татьяна Павлова пайларĕç. Çавăн пекех волейболла выляссипе, кашта тăрне улăхассипе тата ытти енĕпе те ăмăртусем хĕрÿ кĕрешÿре иртрĕç. Чи вăйлисене медальсемпе, дипломсемпе, парнесемпе наградăланă.
Ал ĕç ăстисем валли уйрăм площадка йĕркеленĕ. Кăмăла килнĕ япаласене туянма пултарчĕç. З.Соколовапа Н.Александрова ĕçĕсене, акă, Тюмень облаçĕнче пурăнакан ентешĕсем пысăка хурса хакларĕç.
Кашниех тутлă чăваш шÿр-пипе, килте тунă кăпăшка чăваш сăрипе (Г.И.Алек-сандрова туса килнĕ) сăйланчĕç. Шашлăкне те, Тăвай енре туса кăларнă тĕрлĕ апат-çимĕç продукчĕсене те астивме май туса панă уявра.
Пĕрле вăйă картине тăрса ташласа-юрласа савă-нчĕç ял халăхĕпе килнĕ хăнасем, çакăн пек пысăк уяв йĕркелекенсене тав сăмахĕ каларĕç вĕсем. Ырă йăла-йĕр-кесене пурнăçа кĕртесси вăй илсех пытăрччĕ, терĕç.