АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăлхар патшалăхĕн музей-заповедникĕнче

21 июня 2019 г.

Пăлхар патшалăхĕн музей-заповедникĕнче

Чăваш Енри музей ĕçченĕсем, пурĕ 51 çын, Тутарстан Республикинчи «Пăлхар патшалăхĕн историпе архитектура музей-заповедникĕнче» пулнă. Вăл Хусанпа Ульяновск хулисем хушшинче Атăл юханшывĕн сулахай çыранĕнче вырнаçнă. Ĕлĕкхи Пăлхар хули крепость-хула пулнă, йĕри-тавра хÿтлĕх канавĕсем чавса тухнă, тепĕр енчен Атăл юханшывĕ хÿтĕлет, хулара - чулран тата йывăçран хăпартнă тĕрлĕ хуралтăсемпе пурăнмалли çуртсем.

Асăннă вырăна Пăлхар йăхĕ- сем VII - VIII ĕмĕрсем хушшинче Хура тинĕс тăрăхĕнчи Аслă Пăлхар патшалăхĕ саланнă хыççăн куçса килнĕ. Атăлпа Кама хушшинчи пăлхарсем 922 çулта ислам тĕнне йышăннă, араб çĕршывĕсемпе тачă çыхăну тытнă. Тутар-монголсем тапăнса киличчен Пăлхар хули Атăл тăрăхĕнчи паллă хуласенчен пĕри пулнă. XIII - XIV ĕмĕрсенче унта сумлă капмар çурт-йĕрсем туса лартнă, вĕсен шутĕнче - Собор мечечĕ, хĕвелтухăç тата çурçĕр мавзолейĕсем, Хан керменĕ, Хан усыпальници, Хĕвелтухăç тата Шурă палатăсем, Пăлхар Ылтăн Ордан тĕп хули те пулнă.

Пăлхар хулине Раççей императорĕ I Петĕр те çитсе курнă, ятарлă указ кăларса историшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ памятниксене упраса хăварма кирли çинчен алă пуснă. Вырăссен паллă художникĕсем И.И.Шишкин, А.К.Саврасов, И.Г тата Г.Г.Чернецовсем тĕрлĕ ÿкерчĕксем, чертежсем, тĕрлĕ сооруженисен тата ишĕлчĕксен планĕсене ÿкерсе хăварнă.

Пурнăçăн хальхи тапхăрĕн-че Пăлхар хули çумĕнче ятарлă музей комплексĕ ĕçлет, тĕрлĕ архитектура çурчĕсене юсаса уйрăм темăсемпе музейсем йĕркеленĕ. Асăннă комплексри тĕп музей - «Пăлхар цивилизацийĕн музейĕ» ятлă. Вăл Атăл шывĕн çÿллĕ çыранĕнче вырнаçнă, çĕр айĕнче 6 хутлă музей, метрори пек эскалаторпа хутран-хута анса хăпармалла. Музей çурчĕ умне тĕрлĕ шыв карапĕ-сем чарăнаççĕ, ятарлă юханшыв вокзалĕ тĕлне экскурсантсене илсе çитереççĕ. Музей комплексĕн тепĕр çуртĕн-че тĕнчери чи пысăк Корана, мусульмансен кĕнекине, вырнаçтарнă. Вăл 500 кг таять, унăн калăпăшĕ 2х1,5 м. Музей комплексĕнче тĕрлĕ мечетсемпе пĕрлех Успени чиркĕвĕ те пур, унта Атăл тăрăхĕнчи православи тĕнĕ пирки пĕлме пулать. Пĕтĕм музей комплексĕпе паллашнă хыççăн чăннипех те аваллăхпа историшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланса хакларăмăр. Çак статьян содержанийĕпе паллашнă хыççăн Тăвайри тата Енĕш Нăрвашри музейсене кĕрсе «Пăлхар патшалăхĕн историпе архитектура музей-заповедникĕ» брошюрăпа тата карта-схемăпа паллашма пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика