14 июня 2019 г.

Илемĕпе тыткăнлать Киччĕ çĕрĕ çуллахи вăхăтра: тырă пуссисем, улăх-çаран, Кĕтне шывĕ, йывăçсем...
Çак тăрăхра, унччен «1-Мая» колхоз хуçалăх тытнă вырăнта, халĕ «Кубнинский» агрофирма вырнаçнă. Асăннă хуçалăх тырă-пулă, выльăх апачлĕх культурăсем акса тăвать тата мăйракаллă шултра выльăхсем ĕрчетет. Ферминче выльăхсен йышĕ хушăнсах пырать, çакăнпа пĕрлех пĕтĕмĕшле продукции туса илесси те ÿсет. Çапла иртнĕ çулхи пилĕк уйăхра 115 тонна сĕт туса илнĕ пулсан, кăçалхи çав тапхăрта вара – 190 тонна. Хушăм 75 тоннăпа танлашать. Ĕнесен сĕт антараслăхĕ те 600 килограма яхăн хушăннă, пĕлтĕрхинчен 28,3 процент ÿснĕ. Çамрăк пăрусем ытларах пăхса илнĕ. Вĕсем кĕтĕве çĕнетсе пыма кирлĕ никĕс пулса тăраççĕ, çавăнпа кĕтÿ малашлăхĕпе пахалăхĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Хальхи вăхăтра ĕнесене улăхра, тулăх курăк çинче çÿретеççĕ. Вĕсене Любовь Краснова, Светлана Иванова, Алина Калистратова кунне икĕ хутчен машинăпа сăваççĕ пулсан, Галина Шаклинапа Виталий Маркелов дробилкăпа фуражлăх çăнăх авăртса тивĕçтереççĕ. Ольга Репейкина пăрушкасемшĕн чунне парать. Сергей Сорокин оператор сумалли тата ытти хăшпĕр оборудование пăхса йĕркелесе тăнине каларĕç. Çапла вара фермăра, ытти чылай производствăри пекех, ĕçе пĕлекен маçтăрсем пурри лайăх.
Кĕтÿре çÿретнисĕр пуçне, выльăхсене курăк та çулса параççĕ, ку ĕнтĕ десерт апачĕ.
Хальхи вăхăтра хуçалăхра хĕле хатĕрленсе утăлăх курăк çулаççĕ. Нумай çул ÿсекен курăксене ял масарĕ çывăхĕнчи пусăра кам çулать тетĕр - Александр Афонин механизатор. Çак хастар механизатор фермăран уя тислĕк кăларма та, выльăхсене кунсерен курăк çулса пама та, утăлăх люцерна çулма та ĕлкĕрет. Хăйĕн те трактор пур, хуçалăхăннипе те ĕçлет. Ÿркенмен ăста пулнă тесе ахальтен каламаççĕ иккен. Вăл сывлăш çавăрса илмесĕр тенĕ пек тăрăшакан çын.
Çуркунне Александр Николаевич акара вăй хунă: культивации туса çĕр хатĕрленĕ, акнă. Виççĕр хĕрĕх гектара яхăн тырă - çурхи тулăпа урпа тата сĕлĕ йышăннă Киччĕ уйне. Сĕтеклĕ культурăна – кукурузăна та манман, 56 гектар вырăн панă ăна та. Вĕсене тухăçлă çитĕнтерес ĕçре, паллах, Александр Афонин тÿпи чăннипех те пысăк. Ахальтен мар вăл кăçалхи акатуйра Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн парнипе Тав хутне тивĕçлĕ пулнă Ăна ĕçчене Тăвайри ĕçпе юрă уявĕнче Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Марина Загребаева тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке панă.
Халĕ Киччĕре нумай çул ÿсекен курăксене утăлăх çулаççĕ терĕмĕр. Вĕсем, çак ялти Василий Николаевич Волков каланă тăрăх, утмăл гектартан кая мар йышăнаççĕ. Унсăр пуçне çаран курăкĕ те сахал мар киччĕсен. Вăй-хал кăна çитер типтерлĕ çулса пухма. Ырлăх-пурлăх ал айĕнчех.