14 июня 2019 г.

«Чăваш Ен медицина кадрĕсем» регион проектне пурнăçлама эпир 133 миллион тенкĕ яма палăртатпăр. Çакă медицина пулăшăвне амбулатори условийĕсенче паракан подразделенисене врач кадрĕсемпе, чăн малтан участокри педиатрсемпе, пĕтĕмĕшле практикăллă врачсемпе тата участокри терапевтсемпе тивĕçтерессине лайăхлатма май парать,- тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура. Тăвай ялне куллен çĕр-çĕр çын килет ĕçлеме. Вĕсем хушшинче - поликлиника çумĕнчи пĕтĕмĕшле практикăллă врач уйрăмĕн медсестри А.Данилова та. Ак, паян та вăл тантăшĕсампе пĕрле больница еннелле утать. -Сывлăхăр мĕнле-ха? Юн пусăмĕ аптăратмасть-и?- кăсăкланчĕ ырă чунлă медицина ĕçченĕ. -Хальлĕхе пĕр шайра-ха, укол тутарма пуçламалла кĕçех,- хаваспах сăмах хушрăм эпĕ. -Лайăх апла, анализсем пама вăхăт çитетчĕ пулас-ха. -Тавах, юрать, пыратăп,- хуравларăм Альбина Михайловнана. -Республикăра «Юн тымарĕсен программи» ăнăçлă пурнăçланать: инфаркт е инсульт пулма пултаракан пациентсене 90 ытла процентне паян профильлĕ медицина организацийĕсене чи кĕске вăхăтра илсе çитереççĕ. Асăннă чирсем хăрушлăха кĕртсе ан ÿкерччĕр тесен, çынсен харпăр хăй сывлăхне пысăк тимлĕх уйăрмалла. Эсир те ан чирлĕр, сывлăха упрăр, - ăшă сăмахсем каласа сывпуллашрĕ медсестра. Элпуç хĕрĕ тăван шкулта вăтам пĕлÿ илни çинчен документ илнĕ хыççăн Киров облаçĕнчи Котельническинчи медицина училищине вĕренме çул тытнă, аякри çултан шикленмен. Сывлăх сыхланăвĕнче ĕçлекен профессине алла илнĕ хыççăн тăван тăрăха таврăннă, пĕр хушă ялти çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтернĕ. Тăвайри пĕтĕмĕшле практикăллă врач уйрăмĕ уçăлсан, унта ĕçлеме пуçланă А.Данилова медсестра. Мăшăрĕпе, Николай Васильевичпа, Çĕнĕ Пуянкасси ялĕнче йăва çавăрнă. Хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ. Лена Мускав хулинчи авиаци ин-ститутĕнче: аслă пĕлÿ илсе хĕрлĕ дипломлă пулса тăнă. Даниловсен ывăлĕ, Яша та, аппăшĕ пекех пĕлĕвĕшĕн тимлет, Мускаври политехника институтĕнче вĕренет. Кил хуçи арăмĕ çывăх çыннисен сывлăхĕсемпе кăсăклансах тăрать, кирлĕ пулсан вăхăтра пулăшу парать. Ĕçне кура-хисепĕ. Альбина Михайловнана Тăвай енри акатуйра хăйĕн тивĕçĕсене лайăх пурнăçласа пынăшăн район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысларĕç. Эпир те ăна медицина ĕçченĕн çывхаракан кунĕпе саламлатпăр, малашлăхра тата пысăкрах ăнăçусем сунатпăр.