14 июня 2019 г.

Районти халăха социаллă пулăшу паракан пайра тăрăшакан тĕп специалист-эксперта Надежда Ниловна Гаврилована пĕлмен çын сахал пулĕ пирĕн тăрăхра. Клиентсене ырă сунса кĕтсе илет вăл, ăшшăн калаçать, вĕсен ыйтăвĕсене вăхатра татса парать.
Вăл аслă пĕлÿллĕ, Чĕмпĕрти политехника институтĕнче вĕренсе дипломлă пулнă 1982 çулта.
Хăйĕн тивĕçĕсене вăхăтра пурнăçлама юратаканскере 2002 çулта райадминстрацин халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайне хаваспа йышăннă. Харпăр хăй сведенийĕсен информаци системин администраторĕ вăл. Компьютер оборудованийĕсен ĕçне контроллет тăрăшуллă хĕрарăм. Инвалидсем социаллă инфраструктурăн объекчĕсене чăрмавсăр кĕччĕр тесе тимлет, кил-çуртпа коммуналлă услугăсемшĕн тÿлеме шутласа паракан организацисемпе ĕçлет, социаллă пулăшупа сывлăх тата профилактика мероприятийĕсем валли тивĕçтерекен путевкăсем, ачаллă çемьесене паракан патшалăхăн хушма пулăшăвĕ парассипе документсем хатĕрлет тата ытти ĕçсене пурнăçлать. Çынсем Надежда Ниповнана хисеплеççĕ. Квалификаци шайне ÿстерсе пырассишĕн хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех пурнăçлать.
Халăха социаллă пулăшу паракан пай коллективĕнче авторитетлă специалист шутланать вăл. Район, Тăвай ял тăрăхĕн обществăлла пурнăçĕнче активлăх кăтартать. Вăл - «Единая Россия» парти членĕ.
Мăшăрĕпе, Александр Яковлевичпа, ывăлпа хĕр пăхса ÿстернĕ. Хальхи вăхăтра Гавриловсем икĕ мăнукпа савăнаççĕ.
Социаллă пулăшу паракан ĕçченсен кунĕ пулчĕ нумаях пулмасть, Н.Гаврилована район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысланă.