АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлеме те, канма та пултараççĕ

07 июня 2019 г.

Ĕçлеме те, канма та пултараççĕ

«Паян пирĕн аттесемпе аннесен ĕçри çитĕнĕвĕсене, хальхи вăхăт хистевне шута илсе, ÿстерсе пымалла.

Эпир юбилей датисен тĕлнелле тивĕçлĕ кăтартусемпе çывхаратпăр. Çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатни, çĕршывăмăрăн экономика, социаллă пурнăçĕпе культура аталанăвĕнче пирĕн регионăн витĕмĕ ÿсни çав уявсен тĕлне кÿнĕ чи лайăх парне пулса тăмалла.

Пирĕн пĕрлехĕмĕрĕн пултаруллă хăвачĕ, малашлăха шанчăклăн пăхни, чи лайăх ĕç тĕслĕхĕсемпе паха опыт çине таянни - пĕтĕм тĕллеве пурнăçа кĕртме, малалла ăнăçуллăн утăмлама май паракан çирĕп никĕс»,-тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура.

Шăматкун, çĕртме уйăхĕн пĕрремĕшĕнче, Тăвай районĕнчи чăваш халăхĕн чи пысăк пĕлтерĕшлĕ уявĕ-сенчен пĕрне, «Акатуй - 2019» ĕçпе юрă тата спорт уявне пĕрле паллă турĕç.

Илемлĕ наци йăли ял çыннисене тăван çĕре юратма, хресченĕн йывăр ĕçне хисеплеме хăнăхтарнă. Уявăн чăн чăвашла ячĕ акан туйне паллă тунине çирĕплетет. Çак симвăллă туйăн тĕп сăнарĕ- сем - «сухапуç» тата «çĕр» - çуркунне хресчен ĕçре вăй хунă хыççăн пĕрлешнĕ. Ĕлĕк чăвашсем çав кун, пĕрле пухăнса, пĕр-пĕрне çулла пуçланнă ятпа саламланă, вăйă картине тăрса юратнă юрăсене шăрантарнă. Арçынсем ăмăртусем йĕркеленĕ: кĕрешÿ-ре пултарулăхне кăтартнă, чупнă, сикнĕ. Акатуйра сăра вĕретнĕ, тăпăрчăран чăваш çимĕçне чăкăт тата наци апатне - шÿрпе хатĕрленĕ.

Тăвайри спорт комплексăн илемлетнĕ стадионĕн-че асăннă кун шăплăх хускалчĕ.

Суту-илÿ ярмăркки уява илем кĕртрĕ.

Пĕтĕм тĕнчери ачасен кунне халалланă мероприятисемпе кăмăлласах паллашрĕç ачасем, аттракционсемлĕ лапамсенче вĕсен хаваслă сассисем программа вĕçленичченех илтĕн- чĕç. Вертолет, поезд моделĕсемпе, çÿллĕ тăвайккинчен, понипе, лашапа, лавпа тата ыттипе ярăнса киленчĕç çамрăксем, кăмăл-туйăмсене çĕклерĕç.

Пĕр ретри картишсен хуçи-сем тĕрлĕ майпа йыхăрчĕç уяврисене хăйсем патне кĕрсе курма.

Раççейри театр çулталăкĕнчи акатуй кульминацийĕ - чăвашсен йăли-йĕркинчи вăйă карти пулчĕ, ĕненмелле сăнарларĕç ăна культура ĕçченĕсем. Унтан вĕсем сцена çине хăпарчĕç, çăкăр туса илекенсен «Алран кайми» ятлă гимнне шăрантарчĕç.

Сцена çине район пуçлăхĕсемпе хăнасем улăхрĕç кĕçех.

Уява район пуçлăхĕ Александр Шакин, ăшă сăмах каласа, уçрĕ. Ял ĕçченĕсене маттурлăхĕшĕн тав турĕ.

-Тăвай ен çыннисем хăйсен тĕллевĕсене ăнăçлă пурнăçларĕç. Эпир кăçал пурне те савăнтаракан тухăç кĕтетпĕр. Пурте пĕрле тăрăшса ĕçлени пире малашлăха шанма хавхалантарать. Кашни килте туслăхпа ăнланулăх хуçалантăр, ĕçĕрсем яланах ăнса пыччăр, ырă, телейлĕ, юратуллă пулăр, палăртнисем пурнăçа кĕччĕр,-тесе саламларĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке.

Район çыннисене ырă сунма ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Марина Загребаева, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Дентамед» обществăн тĕп врачĕ Юрий Зорин, «Чăвашçăкăрпродукт» акционерлă обществăн генеральнăй директорĕн пĕрремĕш заместителĕ - «Шупашкар элеваторĕ» филиал директорĕ Александр Дмитриев, Чăвашпотребсоюз правлени председателĕн заместителĕ Андрей Данилов, Шупашкарти Тăвай ен ентешлĕхĕн председателĕ Владимир Михайлов килсе çитнĕ, вĕсем пурте трибуна умне тухса калаçрĕç, парнесем пачĕç.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «АККОНД» обществăн генеральнăй директрĕ Валерий Иванов ячĕпе общество директорĕн заместителĕ Дмитрий Героевпа район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, депутата пулăшакан Валерий Чайкин сăмах илчĕç, районти ача-пăча хоккей командине формăллă тум илме 200 пин тенкĕлĕх сертификат пачĕç.

Малалла ял хуçалăх производствинче ырă тĕслĕх кăтарнисене чыслама тытăнчĕç.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн ял хуçалăхĕн- че нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçле-нĕшĕн Илларионов хресчен-фермер хуçалăхĕн механизаторне Владимир Алексеева «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ят пачĕç. Вырăнти хăй тытăмлăх аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕн заместительне Вера Станюкована «Чăваш Республикин вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчи лайăх службăшăн» мухтав паллине наградăларĕç.

Чыслав тивĕçлĕ пулнисен списокĕн вĕçĕ пулассăн туйăнмарĕ, пĕрин хыççăн тепри тухрĕç сцена çине тĕрлĕ наградăсем илме.

«Ака чемпионĕ - 2019» лентăпа хаклă парнене Ленин ячĕллĕ ЯХПК-ри механизатора Петр Николаева пачĕç.

Ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинче кăçалхи акара «Акконд-агро фирма» акционерлă общество çĕнтернĕ, пĕрремĕш вырăна тухнă, иккĕмĕш вырăнта - «Дружба» ЯХПК-па Моряков хресчен-фермер хуçалăхĕн ĕçченĕ-сем, виççĕмĕшĕнче вара - Михайлов тата Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕсем. «Кубнинский агрофирма» ял хуçалăх предприяти, Б. Алексеев, С.Семенов, С. Хумышев, Д.Семенов хресчен-фермер хуçалăхĕсен ĕçĕсене те палăртнă. Вĕсене пурне те дипломсемпе хавхалантарнă.

Районти нумай ачаллă çемьене - Татьяна Петровнапа Андрей Васильевич Соколовсене çĕр илме сертификат панă. «Шупашкартан килнĕ «Çавал» ансамбль концертне ăшшăн йышăнчĕç пухăннисем, пĕрле ташлакансем те пулчĕç. Районти культура ĕçченĕ-сен пĕрлештернĕ хорĕн, художество пултарулăх коллективĕ- сен номерĕсемпе те кăмăлласах паллашрĕç куракансем. Ал ĕç ăстисен куравĕпе те интересленчĕ чылайăшĕ, ял тăрăхĕсен «Хăна картишĕсем» те кăмăла кайрĕç вĕсене.

Волейболла, мини-футболла вылярĕç спортсменсем, кире пуканĕ йăтассипе тупăшрĕç тата армрестлинг пулчĕ.

«Тăвайри кооператив» потребобщество уява килнисене тĕрлĕ тавар сĕнчĕ, шашлăкпа сăйларĕ.

«Акатуй - 2019» уявăн кашни çынни, пĕчĕккинчен пуçласа пысăкки таран, пĕрле чунтан савăнчĕç, юрларĕç, ташларĕç, вылярĕç, кулчĕç. Нумайлăха асра юлĕ ĕнтĕ Тăвай енри чаплă мероприяти.

Тÿперен сарă хĕвел самаях ачашларĕ хавас çынсене çав кун.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика