АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Соколовсен çемйине сертификат

07 июня 2019 г.

Соколовсен çемйине сертификат

Тăвай районĕнче нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсемпе тивĕçтересси малалла пырать. Июнĕн 1-мĕшĕнче те акă, акатуйра, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке (сăн ÿкерчĕкре) Тăвай ялĕнчи нумай ачаллă Соколовсен çемйине тÿлевсĕр çĕр участокĕ илмелли сертификат панă.

Соколовсем виçĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Çемьене хушма хуçалăх йĕркелеме Тăвай ялĕнче 1500 тăваткал метр çĕр участок парса тивĕçтернĕ.

2019 çулхи июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне харпăрлăха тÿлевсĕр çĕр участокĕ илме нумай ачаллă 171 çемьене учета тăратнă, 90-шне çавнашкал сертификатпа тивĕçтернĕ.

Районта нумай ачаллă çемьесем хушăнса пынă май, вĕсене уйăракан тимлĕх те ÿссе пырĕ. Çак шута, паллах, хушма хуçалăх йĕркелеме, çурт-йĕр çавăрма тÿ-левсĕр çĕр участокĕпе тивĕçтересси те кĕрет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика