07 июня 2019 г.

Тăвай районĕнчи ял хуçалăх организацийĕнче тата хресчен-фермер хуçлăхĕсенче çурхи тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсене 9750 гектар акмалла пулнă, 9880 гектар акнă. Çĕрулми - 25 гектар лартнă, кукуруза - 720 гектар, пĕр çул ÿсекен курăк - 943, нумай çул ÿсекенни - 200 гектар.
Мĕнпур йышши хуçалăхсенче январь-апрель уйăхĕсенче пĕлтĕр-хи çав тапхăртинчен аш - 11,6 процент, сĕт 1,8 процент нумайрах туса илнĕ.
Районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче ял хуçалăхĕнче тата ытти çĕрте ĕçлесе ырă тĕслĕх кăтартнисене тĕрлĕ наградăсем парса хавхалантарчĕç. Вĕсем хушшинче Ураскасси ялĕнче пурăнакан Анатолий Ильич Григорьев та пулчĕ. «Чăвашçăкăрпродукт» обществăн генеральнăй директорĕн пĕрремĕш заместителĕ - «Шупашкарти элеватор» филиал директорĕ Александр Дмитриев чысларĕ Григорьева ХФХ-на. Элеватора пахалăхлă тырă леçнĕшĕн тивĕçлĕ пулнă çак хисепе.