АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр-пĕрне хисеплеççĕ

31 мая 2019 г.

Пĕр-пĕрне хисеплеççĕ

«Пирĕн общество, нумай нациллĕ халăх валли уйрăмах çемье, ачасем çурални, йăх тăсăлни, аслисене хисеплени тĕп нравственноç кăшкарĕ пулса тăрать. Çемье пĕлтерĕшне ÿстерессишĕн эпир чылай ĕç турăмăр, малашне те ку енĕпе тимлĕпĕр. Ку пирĕн пуласлăхăн ыйтăвĕ. Çĕршывăн, граждансен обществин, тĕн организацийĕсен, политика партийĕсен, массăллă информаци хатĕрĕсен пĕтĕмĕшле тĕллевĕ»,-тенĕ Раççей Президенчĕ В.Путин Федераллă Пухăва янă Çырура.

Кил хуçалăхра килĕшÿпе ăнланулăх ытларах пулсан, çемье никĕсĕ çирĕпленсех пырать, çакнашкал лару-тăрура ачасем хаваслă, выляççĕ, кулаççĕ.

Вăрманхĕрринчи Марина Николаевнапа Алексей Сергеевич Даниловсем те ывăл-хĕрĕсен телейĕшĕн хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăваççĕ.

Нумаях пулмасть вĕсем ашшĕпе амăшĕн кил хуçалăхĕнчен уйрăлса тухрĕç, темиçе кил урлă лартнă çĕнĕ, икĕ хутлă çурта куçрĕç.

Çемье пуçĕ, Алексей Сергеевич, аслă пĕлÿ илнĕ, «МРСК Волги» - «Чувашэнерго» обществăра мастерта вăй хурать. Кил хуçи арăмĕ, Марина Николаевна, Тăвайри «Радуга» шкулчченхи учрежденинче воспитательницăра тăрăшнă. Халĕ çулталăкри ывăлне пăхать. Демид ят панă ăна ашшĕпе амăшĕ. Ултă çулхи Лерăпа тăваттăри София шăллĕне питĕ юратаççĕ, пĕчĕкскере пĕрле çавăтсах çÿреççĕ. «Ачасем телейлине курсан, хамăн та чун хĕпĕртет»,-кăмăллăн калаçать виçĕ пепке амăшĕ.

Асламăшĕпе аслашшĕне, Вăрманхĕрринчи Людмила Николаевнапа Сергей Михайловича Тăвай тăрăхĕнче нумайăшĕ пĕлет ĕнтĕ. Кил хуçи арăмĕ чылайранпа район центрĕнчи библиотекăра кĕнекесемпе туслашма хăнăхтарать çамрăксемпе аслисене. Унăн мăшăрĕ çул-йĕр тăвассипе ĕçленĕ. Ялта çирĕп кил хуçалăх çавăрнă вĕсем, икĕ ывăл çитĕнтернĕ. Андрей Мускава ĕçлеме çÿрет, мăшăрланман-ха. Алеша кил-йышĕ пирки маларах асăнтăмăр.

Кĕçĕн Даниловсен аслă асламăшĕ те, Маргарита Игнатьевна, ырă-сывă пурăнать, 80 çулта, хĕрĕсем пăхаççĕ ăна.

Çамрăк çемьесене пысăк тимлĕх уйăраççĕ халь пирĕн республикăра.

Ялта пурăнакан мăшăра, Марина Николаевнапа Алексей Сергеевича, пурнăç условийĕсене лайăхлатмалли сертификат пачĕç кăçал нумаях пулмасть. Çемьесенче виççĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуралсан (усрава илсен), кашни уйăхра укçа-тенкĕ тÿ-левĕпе савăнтараççĕ тата.

Вăрманхĕрринчи Даниловсем, ялта ырă ятлă пулассишĕн тимлесе, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнаççĕ, пĕр-пĕрне хисеплеççĕ-пулăшаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика