АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçне кура - хисепĕ

31 мая 2019 г.

Ĕçне кура - хисепĕ

Г.Кузьминăн ĕç биографийĕн малтанхи йĕркисем вăтам шкул пĕтернĕ хыççăнах çырăннă. Салтак аттине тăхăниччен тăван хуçалăхра трактористра, водительте ĕçленĕ. 17 çулхи Тăвай каччине пĕр учителе шыва путасран çăлнăшăн медальпе наградăланă. Çар чаçĕнче те командирсем унăн ăсталăхне часах асăрханă, автомашина шанса панă ăна. Çапла Георгий Кузьмин ыттисемшĕн яланах ырă тĕслĕх пулнă службăра тăнă çулсенче те.

Çар гимнастеркине хывсан темиçе кунтанах маттур çамрăк Тăвай колхозне ĕçе вырнаçнă. Кунта та ятне ÿкермен ĕнерхи салтак. Ака-суха ĕçĕсенчи пысăк кăтартусемшĕн часах районти малта пыракан механизаторсен йышне кĕнĕ.

Ĕçне кура – хисепĕ. Пĕр акатуйра Георгий Владимировича ял хуçалăх министерствин ĕçченĕ хаклă парне парса чыс тунă. Хисеп тата мухтав хучĕсене те чылай хутчен тивĕçнĕ вăл.

Пушар хуралĕн службипе кун-çулне çыхăнтарнăранпа çитес çул 20 çул çитет. Вут-çулăма парăнтарас ĕçре те ăсталăхĕпе палăрать бригадир-водитель. Инкек сиксе тухсан пĕр тăхтамасăр çула тухма хатĕр ĕçтешĕ-семпе. 2010 çулта Чăваш енре те вăрмансем çуннă. Ун чухне Георгий Владимировича вут-çулăма сÿнтерме хутшăннăшăн медаль парса чысланă. Халăха пушар хăрушсăрлăхĕ-пе тивĕçтерес енĕпе те тĕллевлĕ ĕçсене хутшăнать. Георгий Владимирович машинăсене тĕплĕн пăхса тăнине, пĕлтĕр техника паркĕ çĕнĕ транспортпа пуянланнине пĕлтерчĕ.

Çемйи пирки пĕр-ик сăмах. Мăшăрĕпе Валентинăпа ывăлпа хĕр пăхса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Паян тăватă мăнук-пăхаттирпе савăнаççĕ вĕсем. Нумаях пулмасть тепĕр пысăк награда хушăнчĕ Г.Кузьминăн ĕç хаклавĕн «пухмачне». Саламлатпăр, малашлăхра мĕнпур ыррине сунатпăр ăна.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика