АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телейне чăваш ялĕнче тупнă

31 мая 2019 г.

Телейне чăваш ялĕнче тупнă

Тутар республикипе чикĕленсе пурăннăран та пуль икĕ халăх хушшинчи туслăх мĕн ĕлĕкрен тачă çыхăнура тăрать. Хамăр таврари Амалăх, Чутей, Ишпуç çамрăкĕсем кÿршĕллĕ Тутарстанри Хучсан, Кушкÿл, Терпит, Хăрпаш хĕр-каччисемпе пĕрлешнĕ мăшăрсем хутшăнсах пыраççĕ. Тус-тăванлăх çирĕп-ленсе тăнипе 90-мĕш çулсенче Хучсанпа Чутей шкулĕсем пĕр-пĕринпе тĕлпулусем йĕркелетчĕç, вĕсенче концерт-спектакльсем кăтартса пĕр-пĕрин культурипе анлăрах паллашма çул уçнăччĕ. Çав йăлана малашне те аталантарса пырасчĕ.

Тутар хĕрĕпе чăваш каччи 58 çул каялла пĕрлешсе çемье çавăрнă. Сăмах Чутей ялĕнче пурăнакан Ольга Сергеевна Белкова çинчен. 1936 çулхи çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче Тутар Ен çĕрĕ çинчи Хăрпаш ялĕнче кун çути курнă вăл. Пилĕк хĕрачаран чи асли пулнă. Мĕн пĕчĕкрен ашшĕ-амăшĕ-пе ĕçлесе ÿснĕ. Ялта 7 класс пĕтерсен фермăна дояркăна вырнаçнă.

1961 çулхи нарăс уйăхĕнче Чутей каччипе Виктор Сергеевич Белковпа пĕр йăвана чăмăртаннă. 5 ача пăхса ÿстернĕ мăшăрĕпе. Чи асли, Валери, хăйĕн çемйипе Тăрмăшра пурăнать. Канаш хулинчи больницăра водительте вăй хурать. Петя ывăлĕ Канашра тĕпленнĕ. Валя, Лена хĕрĕсем тата Сергей ывăлĕ хăйсен телейне ялта тупнă, ачи-мăнукĕсене ÿстереççĕ. Акă, Лена нумай çул дояркăра вăй хурать. Тăрăшуллă, район, республика шайĕнчи тав хучĕсене темиçе хутчен те тивĕçнĕ. Валя ялти офисра санитаркăра ĕçленĕ.

Ольга Сергеевна çамрăклах донор ретне тăнă. Пурĕ 60 хутчен юн панă. Хăйĕн пархатарлăхĕпе миçе çыннăн пурнăçне çăлман-ши? 1981 çулхи июньте ăна «СССР хисеплĕ донарĕ» ят панă.

Чутей ялне качча килсен те вăл доярка ĕçне малалла тăснă. 1986 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă. Колхозра бригада ĕçĕнчен те айккинче юлман вăл. Чĕкĕнтĕр çумланă, кантăр татнă, ака тунă вăхăтра сеяльщик пулнă. Бригадир каланă ĕçсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынă. Мăшăрĕ пурнăçран уйрăлнă ĕнтĕ. Халĕ 83 çул çинче пыракан ватă кинемейĕн 14 мăнук, çак кунсенче 14-мĕш кĕçĕн мăнук çуралнă. Вĕсемшĕн, çĕр çинчи тăнăç пурнăçшăн савăнать ĕç ветеранĕ.

«Эх, çамрăк чух, вăй пур чух вăр-вар пулнă, сĕт бидонĕсене, Канашран тиесе килнĕ комбикорм миххисене çурăм çине хурса Вăта юхан шывĕ урлă çакăнса тăракан каçма урлă йăтса каçнă. Халĕ, ак, вырăнтан вырăна куçма та икĕ «лаша» кирлĕ»,- тесе вĕçлерĕ сăмахне Ольга аппа. Хальхи вăхăтра ăна Лена хĕрĕн çемйи кунсерен пăхса тăрать. Ватă пулин те ахаль лармасть: кашнин çемйинех чăлха-нуски çыха-çыха парать, тĕрлĕ тĕслĕ çипрен диван, пукансем çине сармасем, тĕрĕллĕ кавирсем ăсталать. Ахаль каламаççĕ: ватă çын - пурнăçа илемлетекенĕ, çамрăксене ăс параканĕ тесе. Турă сывлăх, вăрăм кун-çул патăр сире, Ольга Сергеевна

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика