24 мая 2019 г.

Ольга Ильинична Никитина Вăрманхĕррипе Чÿкçырми ялĕсен çыннисемпе тахçанах пĕр чĕлхе тупнă.
2019 çулхи иккĕмĕш çур çулта илсе тăма хаçат-журнал çырăнтармалли тапхăр пырать. Вăл та, районти ытти почтальонсем пекех, хальхи вăхăтра хĕрÿ ĕçре. Ольга Никитина икĕ ялĕпе 70 ытла çын «Ял ĕçченĕ» хаçат илсе тăнине пĕлтерчĕ. Сахалах та мар ку, мĕншĕн тесен хăшĕсем альтернативлă йĕркепе «Тăвайри кооператив» лавкки урлă, редакцие кĕрсе илмелле çырăнаççĕ.
Юлашки кунсенче вăл майăн 26-мĕшĕччен иртекен çырăнтару акцийĕ вăхăтĕнче çынсене йÿнĕрех хакпа хăйсем килĕштерекен кăларăмсемпе туслаштарассипе тимлет.
-Район хаçатне пĕрремĕш çур çулхи тапхăр шайне çитернĕпе пĕрех,-терĕ маттур почтальонка. Çичĕ çул вăл çак ĕçре. Тулли сумкăпа çÿрекен хĕрарăм килессе кашни килтех куç пек кĕтеççĕ. Пичет изданийĕсене, пенсие вăхăтра çитернине хăнăхнă ĕнтĕ çынсем. Сăпай та ырă кăмăллăскер, калаçма ÿркенмест, ватăсем унпа чунĕсене уçаççĕ.
Хастар вулакансем пирки те кăмăлтан пĕлтерчĕ О.Никитина. Виталий Александров пенсионер çемйи 3 пин ытла тенкĕлĕх çырăннă. Любовь Георгиевна Петрова учитель-пенсионер чăвашла хаçатсем вулама юратать. Альбина Косарева, Людмила Федорова, Зоя Чернова, Раиса Михайлова тата ыттисем те йÿнĕ- рех хакпа çырăнса ĕлкĕрес тенĕ.
-Куллен миçе çухрăм утать-ши почтальон?
-Ун пирки нихăçан та шутламан. Велосипедпа та çÿретĕп. Хамăн ĕç килĕшет, çынсем кĕтсе тăраççĕ, ырă сунса тав тăваççĕ, çакă паха,-терĕ вăл ăшшăн йăл кулса. Кăçал вырăнти хăй тытăмлăх кунĕн-че Ольга Ильиничнана хастарлăхĕшĕн Тăвай район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă.