24 мая 2019 г.

Мĕн-ма-ши тăтăшах çакăн пек пулать пурнăçра? Вăйпитти, ырă чун-чĕреллĕ, çамрăк çынсем ирех çут тĕнчепе сывпуллашаççĕ. Ку сăмахсем Тăвай енĕн маттурĕ-сенчен пĕрне - Юрий Александрович Яковлева тÿрремĕнех пырса тивеççĕ. Унăн çутă сăнарĕ ĕçтешĕсен, çывăх çыннисен, ентешĕсен чĕрисенче чыслăн упранать.
Çакна çирĕплетсе, АПК ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн членĕсем çак кунсенче унăн вилтăпри çине çитсе асăну кунĕ ирттерчĕç. Район экономикине çĕклес енĕпе нумай тăрăшнă ентешĕмĕре чыс тума ветерансен канашĕн членĕсем, ĕçтешĕсемпе юлташĕсем Тушкил ял администрацийĕн, «Шимкусский» ЯХПКра пĕрле ĕçленисем, çывăх çыннисем кăмăл турĕç.
Астăвăм ĕç-пуçне уçнă май, АПК ветеранĕсен канашĕн ертÿçи М.Я.Яковлев Юрий Александровичăн био-графийĕпе тата кун-çулĕпе паллаштарчĕ. Ю.А.Яковлев 1952 çулхи октябрĕн 8-мĕшĕнче Ямпулат ялĕнче çуралнă. Çамрăклах ял хуçалăх ĕçне кÿлĕннĕ. 1969-1978 çулсенче çамрăк «Рассвет» колхозра, унтан «Шимкусский» совхозра ĕçленĕ. Каярахпа Хусанти ял хуçалăх институчĕн экономика факультетне вĕренме кĕнĕ. Тăрăшни сая кайман, Ю.Яковлев ял хуçалăх ăслăлăхĕ-пе пĕрле хĕрлĕ диплом алла илме пултарнă. Тăван кĕтесе таврăнсанах пысăк шанăç паракан аслă пĕлÿллĕ специалиста Тăвай райĕçтăвкомĕн ял хуçалăх управленийĕн тĕп экономисчĕн долж-ноçне шаннă. Каярахпа Юрий Александрович планпа экономика пайĕн начальникĕнче, «Луч» совхозăн тĕп экономистĕнче, райĕçтăвкомăн финанс пайĕн заведующийĕн çумĕнче, райплан председателĕнче, экономика управленийĕн начальникĕнче тăрăшнă. 1994 çулта ăна финанс пайĕн ертÿçине уйăрса лартнă. Çакăнта вăл 2004 çулччен вăй хунă. Яваплă ĕçе пĕлсе, тивĕçлипе пурнăçланă, хăйне лайăх енчен кăна кăтартнă. Ĕçе кирлĕ вăхăтра пурнăçланипе, йĕркелĕхпе тата сăпайлăхпа уйрăлса тăнине никам та хирĕçлеймĕ. Район экономикине мала ярассишĕн, аталану программисемпе прогнозсене хатĕр-лессишĕн вăй-халне те, вăхăтне те шеллемен. Çакăнпа пĕрлех час-часах халăх умне тухса çÿренĕ, общество пурнăçĕнче хастар пулнă, палăртнă хăйĕн сăма- хĕнче Михаил Яковлевич.
Асăну кунне хутшăннисем - П.И.Захаров, Ю.А.Алексеев, А.Г.Сер-геев, А.П.Григорьев, Г.А.Масленников, Л.В.Якку хăйсен аса илĕвĕсемпе ырă çыннăн сăнарне татах та уçăмлатрĕç. Юрий Александрович çамрăк кадрсене вĕрентсе хатĕрлес енĕпе те сахал мар тимленĕ. Хальхи вăхăтра район администрацийĕн финанс пайне ертсе пыракан А.Г.Сергеев шăпах унăн вĕренекенĕ пулнă, халĕ аслă юлташĕн ĕçне малалла тăсать.
-Юрий Александровичăн тепĕр ырă енне те палăртса хăварас килет,-тенĕ Тушкилте пурăнакан Л.Серафимова, кÿрши пулнăскер. -Яшлăхрах вăл питĕ пуçаруллăччĕ, спортпа туслăччĕ. Пире, ял çамрăкĕсене, волейболла выляттаратчĕ, вăрман çывăхне ăмăртмалла чупса çитме хистетчĕ.
Яковлевăн мăшăрĕ, нумай çул пенси фончĕн районти уйрăмне ертсе пынă, халĕ тивĕçлĕ канури Л.В.Яковлева Юрий Александрович шанчăклă тĕрек, ырă атте пулнине палăртса хăварнă. Икĕ ывăлне юратса ÿстерсе тивĕçлĕ воспитани панă вĕсем. Питĕ шел, ырă чун-чĕреллĕ çын йывăр чире пула 51 çултах пурнăçран уйрăлса кайнă.