17 мая 2019 г.

Вăрманхĕрринчи Сергей Николаевич Михайлов фермер чылайранпа çĕр ĕçĕпе пурăнать, çуллен тырă, çĕрулми, утăлăх курăксем, пахча çимĕç çитĕнтерет, вĕсенчен тупăш илет. Асăннă культурăсем кăçал та тимлĕхре.
Акă тĕш тырă культурисене хăйсене кăна пурĕ 230 гектар вырăн панă, çурхи тулăпа урпа акса хăварнă. Пысăк тухăçшăн тăрăшса, фермер вĕсен вăрлăхĕсене çĕнетсех тăрать, пысăк репродукциллисене тата районланă сортсене мала хурать, вăрлăхпа пĕрле минераллă удобренисем парса хăварать. Çителĕклĕ ха- тĕрленĕрен кăçал ыйтакансене те вăрлăхпа тивĕçтернĕ. Халĕ çуракинчи хастарлăх пурин умĕнче ĕнтĕ: калчасем тикĕс шăтса паркаланаççĕ, куçа илĕртеççĕ. Утăлăх нумай çул ÿсекен курăксем те аван ешереççĕ. Юлашки кунсенче çунă çумăрсем вара тĕш тырă калчисемпе курăксене татах та сиплĕ хăват кÿрĕç.
Çумăрсем умĕн фермер хуçалăхĕнче çĕрулми те лартма тытăннă. Ăна кунта чылайранпа туса илеççĕ. Кăçал та асăннă пропашной культура валли 25 гектар уйăрни çинчен каласа пачĕ Сергей Николаевич фермер. Вăрлăхĕсем хăйĕн. «Иккĕмĕш çăкăр» тухăçне ÿстерме вĕсене имçамлаççĕ, лартнă чухне тата кайран йăрансен хушшисене чĕрнĕ чухне те минераллă удобренисем параççĕ. Ку вăхăт тĕлне 10 гектар лартнă. Çĕрулмине сажалкăпа лартаканĕ - Эдуард Никитин. Вăл ĕçчен те тăрăшуллă механизатор, ку ĕçре пĕрремĕш çул çеç мар. Борис Ильинпа Олег Александров - сажальщиксем. Культиваторпа анана Александр Кириллов кăпкалатать. Николай Михайлов вара çĕрулми лартакан агрегата вăрлăхпа тивĕçтерсе тăрать. Çĕрулми вăрлăхне машина çине погрузчикпе тиесе уя ăсатаççĕ.
-Тухăçлă çитĕнтерсе тупăш ытларах илме май килтĕр тесе тимлеççĕ пурте,-кăмăллă уйра вăй хуракансен ĕçĕпе С.Михайлов фермер.
Ытти хальхи ĕçсенчен Александр Яковлев механизатор сеялкăпа горчица акнине каларĕ. Ăна вăрлăхлăх тата сидерат шучĕпе акаççĕ. Тухăçшăн пыракан хĕрÿ ĕçсенче Николай Лаптин тÿпи те пуррине асăнчĕç.
Çавăн пек хастарлăхпа хушăнать çулленхи тухăç.