АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çыхăнусене çирĕплетсе

17 мая 2019 г.

Çыхăнусене çирĕплетсе

Майăн 23-24-мĕшĕсенче Шупашкарта Раççейпе Китай представителĕсен форумĕ иртет.

2019 çулта Раççей Федерацийĕпе Китай Халăх Республики дипломати хутшăнăвĕсене йĕркеленĕренпе 70 çул çитет. Мускавшăн та, Пекиншăн та экономикăпа политика хутшăнăвĕсене аталантарасси тĕп вырăнта. Юлашки çулсенче икĕ çĕршыв регионсен хушшинчи çыхăнусене çирĕплетессипе çине тăрса ĕçлеççĕ.

Майăн 23-мĕшĕнче Шупашкарта федерацин Атăлçи округĕнчи тата Китай Халăх Республикинчи Турипе Вăта Янцзы юхан шыв хутлăхĕнчи регионсене пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме пулăшакан Канашăн виççĕмĕш ларăвĕ иртет. Пирĕн республика тĕп хулине 20 регион ертÿçисем (Раççейрен - 14, Китайран - 6) килмелле.

«Атăл-Янцзы» форматпа ĕçлĕ çыхăнăва 2013 çул вĕçĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин тата КНР председателĕ Си Цзяньпин хушăвĕпе йĕркеленĕ. Тепĕр çулхинех, Шанхайри саммитра иртнĕ ĕçлĕ тĕлпулура икĕ çĕршыв пĕрлехи инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе, гуманитари хутшăнăвĕсене вăйлатассипе килĕшÿ тунă.

2014 çулхи июнĕн 23-мĕшĕнче Самара хулинче федерацин Атăлçи тата Турипе Вăта Янцзы юхан шыв хутлăхĕнчи регионсен ертÿçисен «çавра сĕтелĕ» вăхăтĕн- че Чăваш Ен Экономика аталанăвĕн министерствипе Китай компанийĕсем республика территорийĕнче инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе виçĕ енлĕ килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ.

2016 çулта «Атăл-Янцзы» форматпа регионсем хушшинчи пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлекен Канаш йĕркеленĕ. Канашăн пĕрремĕш ларăвĕ 2016 çулхи июльте - Чĕмпĕрте, иккĕмĕшĕ 2017 çулхи июньте Хэфэй хулинче (КНР) иртнĕ. Ларура федерацин Атăлçи тата Турипе Вăта Янцзы юхан шыв хутлăхĕнче Аслă шкулсен ассоциацине йĕркелеме йышăннă. Вăл Раççейри тата Китайри 79 аслă шкула пĕрлештернĕ.

2014 çултанпа «Атăл-Янцзы» форматпа икĕ çĕршыв регионĕсем экономика, суту-илÿ, наукăпа техника, гуманитари енĕпе çыхăнса ĕçлессипе 38 килĕшÿ тунă. Чăваш Ен, Пушкăртстан, Мордва Республики, Самара облаçĕ ку енĕпе малта (4-шар килĕшÿ).

Гуманитари енĕпе те илсен, çулсерен Раççейпа Китай çамрăкĕсем форума пуçтарăнаççĕ. Унта 1,5 пин ытла яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç хутшăннă.

Экономикăн тĕрлĕ сферинче пĕрлехи 70 проекта пурнăçа кĕртме палăртнă. Пирĕн республика территорийĕнче «Сычуань-Чăваш Ен» Китай инвесторĕсен агропромышленноç паркĕ тумалла. Ăна валли Китайри «Sichuan Railway lnvestment» патшалăх корпорацийĕ укçа уйăрать. 7000 пуç ĕне вырнаçмалăх çĕнĕ йышши комплекс хута каймалла. Çулталăкра 200 пин ытла тонна сĕт тирпейлесе кăларма палăртаççĕ. Китай инвесторĕ-сен пĕтĕмĕшле хакĕ - 10 млрд. тенкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика