17 мая 2019 г.

Çĕнтерÿ кунĕ - пысăк уяв. Çак кун пирĕн халăх паттăрлăхне, вăл Тăван çĕршыва чунтан парăннине палăртрĕç.
Чăваш Енри икçĕр вунă пин çын ытла фронта тăшмана хирĕç кĕрешме тухса кайнă. Вĕсенчен чылайăшĕ каялла таврăнайман. Хăйсене шеллемесĕр çĕнтерĕве тылра туптанă, халтан кайиччен станок умĕнче тăнă, колхоз уй-хирĕнче ырми-канми тар тăкса фронта мĕн кирлине йăлтах парса тăнă. Аслă Çĕнтерÿ хыççăн вара, Тăван çĕршыва чунтан парăннине çирĕплетсе, ăна ишĕлчĕкрен чĕртсе тăратнă ентешĕмĕрсен паттăрлăхĕпе чăтăмлăхне асра тытни те пире, пĕр чăмăра пĕрлештерсе, çĕршыв ырлăхĕпе чечекленĕвĕшĕн пултаруллă ĕçлеме хавхалантарса тăрать.
Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи вăрçи чарăннăранпа кăçал 74 çул çитрĕ. Унăн ахрăмĕ паянхи кун та кашнин чĕринче упранать.
Пирĕн районта пурăнакансем çу уйăхĕн тăххăрмĕшĕнче Тăвай ял тăрăхĕн адми-нистрацийĕн çурчĕ умне пухăнчĕç. Палăртнă вăхăтра ĕç çыннисемпе вĕренекенсен колонни вырăнтан хускалчĕ.
Чи малта - ветерансене лартнă икĕ мотоцикл. Вăрçăра çапăçнă салтаксене сăнарлакан хаваслă хĕрсемпе каччăсем автомашинăсем çинче. Вĕсем хыççăн кадет класĕсенче вĕренекенсем палăк умне хумалли хыр турачĕсен кăшăлне тата Раççей, Чăваш Ен, Аслă Çĕнтерÿ ялавĕсене йăтса утаççĕ. Асфальтлă çул хĕррисенче - Тăвайри вăтам шкулта пуçламăш классенче вĕренекенсем. Аллисенче - вăрçăра вилнĕ тăванĕсен портречĕсем, шарсемпе пĕчĕк ялавсем. Тĕрлĕ беретсемпе, пилоткăсемпе салтак кĕпи тăхăннисем те пур. Вĕсем колоннăра утакансене саламласа ăсатаççĕ.
Тавралăха салтак пăтти, шашлăк шăрши саланнă. «Тăвайри кооператив» потребобщество кăмăлласа астивмелле хатĕрлет вĕсене çуллен.
Тăвай ялĕнчи Мухтав монуменчĕ умĕнчи митинг программине яланхи пекех педагогика ĕçĕн ветеранĕ В.Шакров ертсе пычĕ.
-Хăрушă вăрçă кунĕ-сене чăтса ирттернĕ, фашизм пусмăрĕнчен çăлса хăварнă ăрăва çĕре çити пуç тайса тав тăватпăр эпир. Вăрçă участникĕ-сене, тăлăха юлнă арăмсене вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх сунатпăр,-терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке.
Пухăннисем çакăн хыççăн мирлĕ тÿпе-шĕн çапăçса пуç хунисене хисеплесе пĕр минут шăп тăчĕç.
Тăвай район пуçлăхĕ Александр Шакин та Аслă Çĕнтерÿ кунĕпе саламларĕ çакăн хыççăн. Районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕ Римма Гурина та çирĕп сывлăх, тăнăçлăх сунчĕ. Ачасенчен Тăвайри шкулта кадет класĕн-че пĕлÿ пухакан Елена Сорокина тухса калаçрĕ.
Шурă тĕслĕ шарсемпе кăвакарчăнсене вĕçтерсе янă вăхăтра таса та мирлĕ тÿпе пултăрччĕ, тесе шухăшларĕ ĕнтĕ кашниех. Автоматсенчен персе залп пани илтĕнчĕ кĕçех.
Тăвай енри предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем, ак, Мухтав монуменчĕ çывăхне илемлĕ кăшăлсемпе чĕрĕ чечексем хучĕç. Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «АККОНД» АО генеральнăй директорĕ В.Иванов ячĕпе те чечексен карçынккине вырнаçтарчĕç палăк умне.
«Тăрмăш-Тăвай» маршрутпа чупăва тухнисем те çитрĕç кĕçех финиша.
Районти культура çурчĕ умĕнче, чи лайăх çамрăк армеецсен отрячĕсем стройпа утса хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Кадет класĕнче вĕренекенсем тĕрлĕ хусканусем тунине сăнама май килчĕ. «Çĕнтерÿ вальсĕ» ташăпа паллаштарчĕç унтан. «Асăну парачĕ» театрализациленĕ программăн, патриотла юрăсен «Пурăн тата асра тыт» фестиваль çĕнтерÿçисене кăмăлласах йышăнчĕç.
Салтак пăттине те хаваспах тутанчĕç çынсем. Тĕрлĕ тавар сĕнекенсем те чылайăн пулчĕç çав кун, ачасем аттракционсем çинче, сиксе тата ярăнса, савăнчĕç.
Таврара каç сĕмĕ çапсан культура çурчĕ умĕнчи сцена çине тепĕр хут тухрĕç вырăнти артистсем, юрларĕç, ташларĕç.
Каярахпа тĕксĕм тÿ-пе илемлĕ ярăмсемпе çуталма тытăнчĕ. Çĕнтерÿ салючĕпе те хаваслантăмăр юлашкинчен çапла.