АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурхи уйра ĕç вĕрет

07 мая 2019 г.

Çурхи уйра ĕç вĕрет

Ир акатăн - тырăллă пулатăн, теççĕ. Ку ĕнтĕ - ĕмĕр сăнани. Çакна асра тытса та тăрăшаççĕ çĕр ĕçченĕсем, тĕш тырăпа ытти ирхи культурăсене вăхăтра тата пахалăхлă акса хăварма вăй хураççĕ. Çакăнтан нумай килет-çке тухăç хисепĕ те, пайта илесси те. Республикăра çеç мар, хамăр районти хăш-пĕр хуçалăхсем те вĕçлерĕç ĕнтĕ тырă акассине. Çуллен тухăçлă тырпул çитĕнтерекен «Дружба» ял хуçалăх кооперативĕ (председателĕ Иван Зубов) ирхи тĕш тырă культурисене, курăксене кăçал та пуринчен маларах акса хăварчĕ. Ир те каç тăрăшрĕç кунти механизаторсем акара, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх кăтартрĕç. Кĕршесем кĕске хушăра 209 гектар тырă, 120 гектар пĕр çул ÿсекен курăксем акнă, вăрлăхпа пĕрле минерал тăварĕсем те парса хăварнă.

Çавăн пекех майăн 6-мĕшĕ тĕлне Дмитрий Алексеев, Александр Гладков, Иван Степанов хресчен-фермер хуçалăхĕсем те тырă тата курăксем акассине вĕçленĕ. Паян «Хучели» ООО акса пĕтерет, ытти хăш-пĕр хуçалăхсем те вĕçлесе пыраççĕ ака-сухана. Районĕпе илес пулсан, майăн 6-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпе 5220 гектар (планăн 54 проценчĕ чухлĕ) пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисем тĕпрен илсен, çак шутрах çурхи тулă - 1620, урпа - 1990 гектар. Сĕлĕ халичченхинчен пысăкрах лаптăк йышăннă. Андрей Моряков фермер, элита вăрлăхсемпе 300 гектар çурхи тулă, 220 гектар урпа акнă ку вăхăт тĕлне. В.Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕ тырă акнă хушăрах 50 гектар çине горчица вырнаçтарнă. Пĕр çул ÿсекен курăксем районĕпе хальлĕхе 250 гектар йышăннă. Нумай çул ÿсекен курăксене хăйхаллĕн 200, ытти культурăсемпе пĕрле 205 гектар акнă. Районăн уй-хирĕн-че çураки малалла пырать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика