АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕп тымарлă çемье

07 мая 2019 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче Чăваш Ен пысăк тĕллевсене татса панă - сывă арçынсемпе çамрăксем нимĕçсене хирĕç çапăçма тухса кайнă, тылра хĕрарăмсемпе ачасем, ватăсем хĕрÿ ĕçре вăй хунă. Эвакуации йĕркипе куçса килнĕ вуншар пин çынна йышăнса вырнаçтарнă чăвашсем, предприятисем валли çĕнĕ корпуссем çĕклесе лартнă тата фронта кирлĕ продукци туса кăларас ĕçе йĕркеленĕ, апат-çимĕç планне тăтăшах ирттерсе пурнăçласа пынă.

74 çул хыçа юлать нимĕçсене çапса аркатса Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа. Пире, çамрăксене, мирлĕ пурнăç туса парассишĕн хăйсене шеллеменнисен йышĕ чаксах пырать.

Пирĕн районта ырă-сывă пурăнакан ветерансене шутласа кăларма халь алăсенчи пÿрнесем те çитеççĕ ĕнтĕ.

Вĕсенчен пĕрин çемйи пирки сăмах пуçарар-ха хальхинче.

Тăвай ялĕнче пурăнакан Аввакумовсене пирĕн тăрăхра аван пĕлеççĕ.

Çемье пуçĕ Дмитрий Иванович Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пынă Аслă вăрçа хутшăннă, I-IV Украина фрончĕсенче çапăçнă, связист пулнă. 1945 çулта йывăр аманнă. Çĕнтерÿ кунне госпитальте кĕтсе илнĕ. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» тата «Хăюлăхшăн» медальсемпе наградăланă. Киле таврăннă хыççăн районти кашни яла радиопа тата телефон çыхăнăвĕпе тивĕçтерессишĕн тăрăшнă. Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Дмитрий Аввакумов СССР çыхăну министерствин Хисеп грамотине, «Хисеп палли» орден, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕпе Министрсен Кабинечĕн тата районăн Хисеп грамотисене, Тав хучĕсене илме тивĕçлĕ пулнă.

Унăн мăшăрĕ - Екатерина Яковлевна, тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ, вăрçă вăхăтĕнче тăван ялĕнчи колхозра ырми-канми ĕçленĕ. 1944 çултан пуçласа мĕн канăва тухичченех Тăвайри почта çыхăнăвĕн узелĕнче тăрăшнă.

Вĕсене пĕрлехи ĕç паллаштарнă, унтан çемье чăмăртанă. 1948 çулта туй туса пĕрлешнĕ те 71 çул ĕнтĕ пĕр-пĕрне кăмăлласа пурăнаççĕ Аввакумовсем. Икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ÿстернĕ.

-Пĕр-пĕрне ăнланни, юратни, яланах пулăшса пыни, - пирĕн пурнăçăн телейĕ,-тет туслă мăшăр.

Пĕр хĕрĕ Людмила, Тăвай ялĕнчех çемьеленсе пурăнать. Мăшăрĕпе, Николай Петровичпа, хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ. Людмила Дмитриевна телефон çыхăнăвĕпе тивĕçтернĕ çĕрте ĕçлесе канăва тухнă, çемье пуçĕ «Янтиковская МСО» организацире строительте вăй хунă.

Валентина Дмитриевна Шупашкарта йăва çавăрса пурăнать, çемьеллĕ.

Екатерина Яковлевнапа Дмитрий Иванович (сăн ÿкерчĕкре) ывăлĕн çемйипе килĕштерсе пурăнаççĕ. Салтакра пулнă хыççăн Леонид Дмитриевич парти комитечĕн автомашинин рулĕ умĕнче пулнă, тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ. «Ĕç ветеранĕ» медаль те пур унăн.

Мăшăрĕ, Людмила Петровна, ĕç çулне районти ял хуçалăх управленийĕнче пуçланă, унта 10 çул ĕçленĕ. 1987 çулта районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пая ертсе пыма шаннă ăна, ку должноçра 30 çул тăрăшнă сăпайлă хĕрарăм. «Раççейри ĕç министерствин хисеплĕ ĕçченĕ» (2001 ç.), «ЧР халăха социаллă хÿтлĕх парассин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» (2005 ç.) ятсемпе чысланă ăна. Вăтам Аввакумовсем пĕр çулпа утма пуçлани 37 çул иртнĕ. Çемье пĕрлĕхĕ çирĕпленсех пырать. Икĕ ывăл çитĕнтернĕ вĕсем, аслă пĕлÿ илме пулăшнă, тăватă мăнукĕпе савăнаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика