АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пурнăçри ырă ячĕ - çĕр-аннемĕрĕн хăвачĕ»

26 апреля 2019 г.

«Пурнăçри ырă ячĕ - çĕр-аннемĕрĕн хăвачĕ»

Чăвашсен паллă скульптор-монументалисчĕ, СССР ÿнерçисен пĕрлешĕвĕн членĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ халăхсем хушшинчи премийĕн лауреачĕ Алексей Петрович Майраслов пурăннă пулсан ака уйăхĕнче 80 çул тултаратчĕ. Унăн кун-çулĕ чăннипех те хисепе тивĕçлĕ.

Вăл 1939 çулхи апрелĕн 8-мĕшĕнче Енĕш Нăрвашри Петр Ивановичпа Ксения Андреевна çемйинче çут тĕнчене килнĕ. 1960-1967 çулсенче Харьковри тата Киеври патшалăх университечĕсен филологи факультечĕсенче вĕреннĕ, унтан Мускаври В.И.Суриков ячĕллĕ ÿнер институчĕн скульптура факультетне пĕтернĕ. Чылай çул РСФСР ÿнер фон- дĕнче скульпторта вăй хунă. 2000-2008 çулсенче «Ваятель-М» (Мускав) фирмăн тĕп директорĕ пулнă. Çĕршывăн тĕп хулинче пурăнакан чăвашсен пĕрлешĕв-не йĕркелесе яракансенчен пĕри вăл. Чăваш Енĕн мухтавлă ывăлне асăнса «Пурнăçри ырă ячĕ - çĕр-аннемĕрĕн хăвачĕ» ятпа анлă мероприятисем иртрĕç çуралнă ялĕнче.

А.П.Майрасловăн мăшăрĕ Нина Петровна Мускавран ятарласа маларах çитрĕ Нăрваш ялне. Чи малтанах çывăх тăванĕсемпе тĕл пулчĕ, хуняшшĕпе хунямăшĕн вил тăприйĕсем çине çитсе килчĕ. Ун хыççăн вара ялти историпе асăну музейне кĕрсе курчĕ. Музейра чăвашсен паллă кÿлепиçин юбилейĕпе çыхăнтарса йĕркеленĕ кураври тĕрлĕ сăн ÿкерчĕксемпе, документсемпе, хаçатсенчи статьясемпе, кĕнекесемпе тата ытти экспонатсемпе паллашрĕ. Музейра А.П.Майрасловăн тĕрлĕ ĕçĕсем (гипс, алюмини, бронза) упранаççĕ. Вĕсене тунă чухне Нина Петровна хăй те тĕрлĕ ĕçсемпе пулăшса пынă мăшăрне. Юлашкинчен хаклă хăна унăн ĕçĕсене упранăшăн тата çывăх çыннине чысласа пурăннăшăн ятарлă кĕнеке çине тав сăмахĕсем çырса хăварчĕ.

А.П.Майраслова асăнса йĕркеленĕ анлă мероприяти пынă вăхăтра музейра Çеçпĕл ялĕнчен килнĕ пысăк ушкăн (ертÿçи Çеçпĕл Мишши музейĕн директорĕ И.Г.Егорова), «Аксар» студийĕн директорĕ А.В.Иванов (вăлах видеосюжетсем ÿкерчĕ), скульпторăн тăванĕ-сем, культура ĕçченĕсем, шкул ачисемпе учительсем йышлăн пулчĕç. Кашни тухса калаçаканах Алексей Петровича ырăпа аса илчĕ. «Чунĕпе те, юнĕпе те чăн-чăн чăваш пулнă»,-терĕç ун пирки. Вăл парнеленĕ скульптура ĕçĕсем вара музея пуянлатса тăраççĕ. Кунта чăваш халăх культурине, йăли-йĕркине, паллă ентешсен ĕçне-хĕлне сăнлакан экспонатсем пысăк вырăн йышăннине палăртрĕç уява килнĕ çынсем.

Ялти культура çурчĕ умĕнче халăх йышлă пуçтарăннă. Хаваслă чăваш юрри-кĕввине итлесе нумайăшĕ чăтса тăраймарĕ, ташлама тухрĕ. Районти купăсçăсен ушкăнĕ (ертсе пыраканĕ Владислав Степанов) илемлĕ юрăсене пĕрин хыççăн теприне шăрантарчĕ. Чăвашсен авалхи йăли-йĕркипе çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ хыççăн хисеплĕ хăнасене культура çуртне йыхравларĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Олег Ломоносов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Роман Егоров саламларĕç. Чăваш Республикин тата Тутарстан Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш халăх поэчĕ, Украинăри Чернигов облаçĕнчи Остер хулин хисеплĕ гражданинĕ Валерий Туркай Енĕш Нăрваш ялĕнчен нумай культурăпа искусство ĕçченĕсем тухнине асăнса хăварчĕ. Алексей Майраслов тăван халăхшăн нумай пархатарлă ĕç туса хăварнине палăртрĕ. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри - Шупашкарти Çеçпĕл Мишши палăкĕ.

Валерий Туркайпа пĕрле Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ художникĕ тата Чăваш халăх художникĕ, ЧГПУ профессорĕ Миша Григорян та килсе çитнĕ Нăрваша. Вĕсем тата Нина Петровна Майраслован сăмахĕсене куççуль витĕр итлерĕç залра ларакансем. Çывăх тăванĕсен астăвăм авăрĕнчи чи хумхануллă та çутă са- манчĕсем куракансен асĕнчех юлĕç. Кашниех А.П.Майрасловăн çынлăхне, тĕлĕнмелле ĕçченлĕхне, чун-чĕре çирĕплĕхне, пуян тавракурăмне палăртрĕ.

Шупашкарти «Аксар» студие ертсе пыракан Алексей Иванов-Сĕрмек те паллă ентеш çинчен чуна пырса тивмелле каларĕ. Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче Канаш районĕнчи Çеçпĕл Мишши çуралнă ялта савăнăçлă лару-тăрура Виталий Станьялпа Алексей Майраслов «Çеçпĕл ялĕн хисеплĕ гражданинĕ» пулнине çирĕплетрĕç, районти ялсем хушшинчи туслăх кĕперне хыврĕç. Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕнчи «Кăвар чĕресем» пултарулăх ушкăнĕ те илемлĕ юрăсемпе пуянлатрĕ уява. Районти «Тăрмăш» халăх фольклор, «Тĕпел», «Солнышки» (Нăрваш), «Сурпан» (Тушкил), Тăвайри халăх хорĕ çумĕнчи арçынсен, «Тăвай ен» халăх ушкăнĕсен юрри-ташши куракансен кăмăл-туйăмне çĕклентерчĕ. Çапла Енĕш Нăрвашри культура çурчĕн, музей ĕçченĕсен пуçарăвĕпе йĕркеленĕ анлă мероприяти мухтавлă ялăн историне асра юлмалли тепĕр страницăпа пуянлатрĕ.

Алексей Майраслов - Чă?ваш Енри, Украинă?ри тата Раççейри нумай палă?к авторĕ?. Унă?н тĕ?п произведенийĕ?сем - "Лен. Чувашские женщины", "Монтажники Тракторостроя в г.Чебоксарах", "Чувашка Рая", "Актер Василий Федоров", "И.Я.Яковлев", "Константин Иванов", "Сетнер и Нарспи у родника" тата ытти те.

Паллă ентешĕмĕр ăсталанă Зоя Космодемьянская тата Ленин палăкĕсене эпир кунсерен Тăвай ялĕн аслă урамĕпе иртсе пынă чух куратпăр. Кармал ялĕнчи вăрçă паттăрĕн Николай Афанасьевăн бюстне калăпланă. 2008 çулхи июнĕн 2-мĕшĕнче вилнĕ вăл.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика